Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти медицина колледжне 55 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв каçне хутшăннă

 


 Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти медицина колледжне 55 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв каçне хутшăннă. Палăртнă мероприятине Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркеленĕ. Уява Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ, «Федерацин  травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ»  ФГБОУ тĕп врачĕ Николай Николаев хутшăннă. Шупашкарти медицина колледжĕн директорĕ Геннадий Тарасов хăйĕн сăмахĕнче учрежденийĕн çул-йĕрĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, çитĕнӳсемпе паллаштарнă. Палăртнă тапхăр вăхăтĕнче вĕрентӳ учрежденийĕ пурĕ 35 пин ытла специалиста хатĕрлесе кăларнă. Хальхи вăхăтра колледжра 2 пин çын вĕренет.  Пурне те вĕренӳре ăнăçусем суннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти медицина колледжне 55 çул çитнĕ ятпа саламланă май, çапла каланă: «Врач, медицина сестрин профессийĕ чун туртăмĕпе çыхăннине час-часах палăртаççĕ. Ку чăнласах çапла. Урăх нихăш професси те çынна çапла чуна парса ĕçлеме, кирек хăш вăхăтра та ыттисене пулăшмашкăн ялан хатĕр пулма хистемест. Лайăх ăста медицина ĕçченĕсем яланах обществăра пархатарлă вырăн йышăннă», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Сирĕн пек çынсем кăна, ыттисен ыратăвне çывăха илекенсем, куллен профессире паттăрлăх кăтартма пултараççĕ», - тенĕ вăл. «Ялсенче çĕнĕ йышши 100 фельдшер-акушер пункчĕсем, пысăк технологиллĕ медицина аталанни, республикăра ача çуратмалли мĕнпур çурта, çавăн пекех кашни иккĕмĕш сиплев учрежденине юсани, медицинăн пысăк технологийĕсене тĕпе хуракан объектсем хута кайни – пĕтĕмпех медицина тытăмне аталантарнине çирĕплетсе параççĕ. Эпир çапла çине тăрса ĕçленин кăтартăвĕ - республикăра пурăнакансен пысăк пайĕ пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕпе кăмăллă пулни», - тенĕ пухăннисене саламланă май. Ветерансене, студентсене, сывлăх сыхлавĕн пайĕнче ĕçлекенсене пурне те Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ, «Федерацин  травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ»  ФГБОУ тĕп врачĕ Николай Николаев, Шупашка хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов  ăшшăн саламланă. Çак уявра медицина ветеранĕсене, хăйсен пĕтĕм вăйне сывлăх сыхлавне панăскерсене, çамрăксене вĕрентсе пыракансене уйрăмах тав тунă.  Специалистсене Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнче те пысăка хакланине пĕлтернĕ ертӳçĕсем. Медицинăн мĕнпур ĕçченне телей, ырлăх, вĕсен çăмăл мар, анчах питех те пархатарлă ĕçĕнче ăнăçусем тата, паллах, çирĕп сывлăх суннă. Савăнăçлă уяв каçĕнче ĕçре хастарлăхпа палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



24 октября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter