Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕн çумĕпе Андрей Чибиспа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕн çумĕпе Андрей Чибиспа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Регион Ертӳçи Раççей Федерацийĕн Строительство министерствине патшалăх программисене пурнăçа кĕртсе пыма витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. «Федерацин патшалăх программисене эпир яланах хутшăнма тăрăшатпăр. Йывăрлăхсем пур пулин те, республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ хушатпăр. Пирĕн пĕр тĕллев - Раççейри чи лайăх ĕçлекен регионсем шутĕнче пуласси», - тенĕ Михаил Игнатьев. Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕн çумĕ  Андрей Чибис  тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕлпулу самантĕнче актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе иртерессипе йышăннă программа пирки те чарăнса тăнă. Паянхи пурнăçра, енчен те çынсем хăйсен пурлăхĕсене упраса хăварассишĕн, юсав ĕçĕсене валли укçа-тенкĕне вăхăтра пуçтарса пыраççĕ пулсан, вĕсене чи малтан тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттермелли плана кĕртсе хăварма сĕннĕ. Кун пек йышăну туса хăварсан, питех те меллĕ пулĕччĕ», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май. «Ку енĕпе, Эсир питĕ тĕрĕс шухăша палăртатăр. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттермелли механизма лайăхрах шухăшласа ĕçе кĕртмелле», - тенĕ хăна,  Михаил Игнатьевăн сĕнĕве ырласа хăварнă. Республикăра ЖКХ пайне аталантарса пырассипе çирĕп çул-йĕр суйласа илнине асăннă сумлă хăна. «ЖКХ пайне инвестици явăçтарас ĕç кăтартăвĕпе те Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче Чăваш Ен виççĕмĕш вырăнта тăрать. Республикăра инфратытăма комплекслă аталантарса пырассипе те ятарлă программăсене, килĕшӳсене те çирĕп йышăннă», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Раççей Федерацийĕн Строительство Министрĕн çумĕ Андрей Чибис.  Вăл тата çакна та каланă: «Çитĕнӳсемпе чарăнса лармалла мар, малашне те кăтартуллă ĕçлесе пымалла. Çав тери паха, тăван республика ытти регионсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулни», - тенĕ Министр çумĕ Андрей Чибис, республика Ертӳлĕхне эффективлă ĕçленĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Чăннипех те пире лайăх тĕслĕхсем кирлĕ, ку ытти регионсемшĕн те питĕ вырăнлă, пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Ертӳçĕсем çĕнĕ Шупашкарти ТБО полигона çитсе килнĕ унти объект ĕçĕпе тĕплĕн паллашнă. Тĕплĕнрех 



24 октября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter