Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Автомобиль тата  хулари пассажир транспорчӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Пирӗн кулленхи пурнӑҫ автотранспортпа тӳрремӗн ҫыхӑннӑ. Груз турттарас ӗҫӗн ытларах пайне вӑл пурнӑҫлать, республикӑра пурӑнакансен 90 ытла проценчӗ пассажир транспорчӗн пулӑшӑвӗпе куллен усӑ курать.

Регионти автотранспорт предприятийӗсем техника тӗлӗшӗнчен пуянла­наҫҫӗ. Автобус паркне тӑтӑшах ҫӗнетсе пыратпӑр, «Пурӑнма лайӑх хутлӑх» прог­­раммӑна пурнӑҫланӑ май инвалидсене тата халӑхӑн питех тухса ҫӳ­рей­мен ушкӑнне турттарма транспорт туянатпӑр.

Раҫҫей Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви пулӑшнипе Чӑваш Ен автотранспорта газпа ӗҫлемелле тӑвас енӗпе пилотлӑ проект пурнӑҫлакан субъектсен йышне кӗчӗ. Кӑҫал республикӑра ҫут ҫанталӑк газӗпе ӗҫлекен вун­шар ҫӗнӗ автобус рейса тухрӗ. Ҫавнашкал автотранспорт шутне ӳстерни эколо­ги ыйтӑвӗсене татса пама тата транспортпа усӑ курнӑшӑн тӳлемелли хака палӑрмаллах чакарма пулӑшать.

Республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика вӑй-хӑвачӗ ытларах чухне транспорт комплексӗ мӗнлерех шайра пулнинчен килет. Ҫавӑнпа та транспорт тытӑмне аталантарасси тата ҫул ҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси патша­лӑхӑн тӗп ҫул-йӗрӗсен шутӗнче.

Паян автотранспорт отраслӗн ертӳҫисемпе ӗҫченӗсен умӗнче халӑха тра­н­­с­­порт пулӑшӑвӗпе пӗр кӑлтӑксӑр тивӗҫтерессипе, пассажирсем тата грузсем турттарас ӗҫӗн хӑрушсӑрлӑх шайне ӳстерессипе, аварисен шутне чакарассипе, кӳрекен пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ тӗллев­сем тӑ­раҫҫӗ.

Сире пысӑк пӗлтерӗшлӗ мӗнпур тӗллеве пурнӑҫлама, ҫавӑн пекех ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа тӗреклӗх, ҫул ҫинче ӑнӑҫу сунатӑп!

Чӑваш Республикин

     Пуҫлӑхӗ                                                                                                  М. Игнатьев

 



25 октября 2015
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter