Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Регион Ертӳçи канашлăва пухăннисемпе иртнĕ эрнери ĕç кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Япони компанийĕн ушкăнĕ Fujikura Automotive Europe компанийĕн «Фуджикура Аутомотив» РУС Чебоксары» ТМЯО «Фольксваген» концернăн автомобиль кабелĕсен производство заводне хута янине аса илнĕ. Палăртнă предприяти ĕçне предпринимательсем 260 млн. тенкĕлĕх тăкакланине каланă, заводра пурĕ 125 çын ĕçлет. Пуласлăхра завод ĕçне тата та анлăлатма, ĕçлекенсен шутне ӳстерме палăртнине, 1 млрд. тенкĕ патнелле инвестици хывма тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Çак завода уçнă çĕре сумлă делегаци килсе çитнине каланă. Хăнасем Японирен, Румынирен тата Испанирен пулнă. Вĕсене Шупашкар хули питĕ килĕшнĕ. Япони бизнесменĕсем Чăваш Ене килесси пирки нумай вăхăт хушши шутланă, халĕ паллă ĕнтĕ  вĕсем нумайлăхах килсе вырнаçнă. «Японин Раççейри Посольствин экономика пайĕн ертӳçи Хироси Тадзима министр Шупашкарта тепĕр çĕнĕ производство хывнине пысăка хурса хакларĕ. Ĕç алли çителĕклĕ пулнипе, промышленноç лайăх аталаннипе Чăваш Ен Раççейри хăшпĕр регионтан уйрăлса тăнине палăртрĕ», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев, ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансене предпринимательсене аталанса пыма кирлĕ пек пур условисене те çителĕклĕ таран йĕркелесе пама  сĕннĕ. Республика Пуçлăхĕ юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче регионта Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕн çумĕпе Андрей Чибиспа республикăри хăш-пĕр предприятисен ĕçĕпе тĕплĕн паллашнине каласа хăварнă, усал хытă çуп-çапа пухса тирпейлекен комплекс ĕçĕпе кăсăкланнине палăртнă. Строительство Министрĕн çумĕ регионти ТБО полигонĕ Раççейри чи ăнăçлă проект тесе каланине тепĕр хут аса илнĕ.  Чăваш Енре пурăнакансенчен 52 проценчĕшĕн палăртнă ыйту питĕ çивĕч тăнă, çуп-çаппа кĕрешесси кулленхи ыйту пулнă. ЖКХ тытăмне инвестици явăçтарнин ĕç кăтартăвĕпе Раççей шайĕнче ытти регионсемпе танлаштарсан  виççĕмĕш вырăнта пулнине Раççей Федерацийĕн Строительство министерстви палăтнине пĕлтернĕ. «Паянхи пурнăçра ытларах ЖКХ пайне тимлĕх уйăрмалла, предпринимательсене явăçтармалла, вĕсене валли условисем йĕркелесе памалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова  Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, тĕллевлĕ программăсене пурнăçа кĕртни çинчен каласа хăварнă. Инна Антонова Федераци хыснинчен 2015 çулта пурĕ 5,5 млрд. тенкĕ куçассине пĕлтернĕ, вĕсенчен 4,8 млрд. тенки куçса та ĕлкĕрнине асăннă. Палăртнă укçа-тенкĕ федерацин тата республикăн тĕллевлĕ программисене пурнăçлама кайнине палăртнă. Хальхи самантра федераци уйăрнă пулăшупа республикăра социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута яма тăкакланине каланă. Финанс енĕпе çыхăннă ыйтусем тавра Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн чарăнса тăнă. Укçа-тенкĕ ытларах çул-йĕр, строительство, спорт çине уйăрнине асăннă, ĕçсем аван пурнăçланнине палăртса хăварнă министр. Чăваш Енри шкулсем Раççейри чи лайăх шкулсем шутне кĕнĕ. Кăтартусемпе тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов паллаштарнă. «Палăртма кăмăллă, çулсерен Чăваш Енри шкулсем ăмăртусенче мала тухса хисепе тивĕçеççĕ. Учительсене, ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене тав тăватăп. Сирĕн ĕçсем лайăхпа палăрчĕç. Малашне те аван аталанса пымалла пултăрччĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин строительство министрĕ нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернин кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Регионта палăртнă программăпа килĕшӳллĕн пурĕ 272 çурта юсама тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Халлĕхе  нумай хваттерлĕ 264 çурта тĕпрен юсав ĕçне йĕркелесе пĕтернĕ, ыттисенче те хĕрӳ ĕç пырать. «Иртнĕ эрне вĕçĕнче региона Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕн çумĕ Андрей Чибис килнĕ. Ун чухне шăпах та тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ çуртсен шăпипе паллашнă Министр çумĕ. Çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленин ĕç кăтартăвĕпе питĕ кăмăллă юлнă, ĕçĕн пахалăх шайĕ пысăк пулнине каланă. Çынсемпе те курса калаçнă, халăх кăмăллă пулнине курса ĕненнĕ. Сăмаха май нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме халăхран пуçтарăнакан укçа-тенкĕ пирки те сăмах пуçарнă. «Пĕтĕмĕшле калас пулсан, лару-тăру аванах, анчах та Раççейри вăтам кăтартупа пăхас пулсан, кăштах юлса пыни сисĕнет», - тенĕ министр. «Халăхпа тăтăшах палăртнă ыйтупа калаçмалла, лайăх ăнлантарса памалла, ыйтупа çивĕчрех ĕçлемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.



26 октября 2015
15:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter