Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче регион Ертӳçи Михаил Игнатьев тата Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕн çумĕ Андрей Чибис Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă 600№-лĕ Указĕ пурнăçа еплерех кĕрсе пынин ыйтăвĕпе округри канашлăва ирттернĕ

 


 Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче регион Ертӳçи Михаил Игнатьев тата Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕн çумĕ Андрей Чибис Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă 600№-лĕ Указĕ пурнăçа еплерех кĕрсе пынин ыйтăвĕпе округри канашлăва ирттернĕ.  Кун йĕркинчи çивĕч ыйтусем: Раççей Федерацийĕн гражданĕсене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтересси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен пахалăх шайне ӳстересси, Раççей Федерацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха инвестици явăçтарасси, усал хытă каяшсене тирпейлесси тата ытти хăш-пĕр ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă. Палăртнă мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Раççей Федерацийĕн Строительство министерствин ĕçченĕсем, Чăваш Республикин Правительство членĕсем, Федераци службисен ертӳçисем, Атăлçи федераци округĕнчи ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхне йĕркелессипе ĕçлекен фондăн ĕçченĕсем тата ыттисем те пухăннă.  Канашлăва уçнă май, Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕн çумĕ Андрей Чибис ЖКХ пайне пур вăя та пухса инвестици явăçтармалли пирки каланă. Палăртнă тытăма хальхи пурнăçпа килĕшсе модернизацилеме сĕннĕ.   Министр çумĕ Андрей Чибис ЖКХ аталантарас пулсан, инвестици ытларах явăçтарни, бизнеса аталантарма витĕм кӳни, тĕрлĕ килĕшӳсем çирĕплетни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварнă. «Паян пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайне инвестици хывни тупăшлă. Нумай çулсем хушши çак асăннă структурăна тухăçсăр пай тесе каланă. Паян вара пачах урăхла, ĕçленине кура тупăшĕ те куçкĕретех. Раççей Федерацийĕнчи регионсем хушшинче, кам та кам ЖКХ инвестици хывнин рейтингне хатĕрленĕ. Чăваш Республики пĕтĕм Раççейри асăннă рейтингра виççĕмĕш вырăнта тăрать. Эпир куратпăр, çак палăртнă тытăмра ĕçлеме кăмăл тăвакансем сахал мар укçа-тенкĕ хываççĕ. Çĕршывĕпе илес пулсан, Шупашкар  облаç пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш хула. Кунта усал каяша çӳп-çапа ятарлă комплекс витĕр кăларса тирпейлеççĕ. Кун пек çитĕнӳсемпе, Чăваш Ен пек çĕршыври ытти регионсенче пачах та çук. Чăваш Республики пек ĕçлемелле», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă пухăннисене Андрей Чибис.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЖКХ ыйтăвĕ яланах çивĕч пулнине асăннă. «Ыйтусене кирлĕ пек татса памасан, палăртнă тытăма тĕпрен улăштарма ниепле те май çук», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май. Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствине тата Строительство министерствин ертӳлĕхне тав сăмахĕсем каланă. Усал каяшсене тирпейлеме ятарлă комплекс хута ярассипе йышăннă проекта пурнăçа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн, финанс тĕлĕшĕнчен те пулăшнăшăн тав тунă. «Палăртнă строительство ĕçне 614 млн. тенкĕ тупса уйăрнă. Инвестор тата та хăй енчен килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн 950 млн тенкĕ тăкакланă, малашлăхра тата та укçа-тенкĕ тăкаклама палăртнă. Объекта хута янă, çивĕч ыйтăва тĕпрен татса панă теме те юрать. Эпĕ виçĕ çул хушшинче çуп-çап, усал каяш ыйтăвне пĕтĕмпех татса пама тĕллев лартнă», - тенĕ Михаил Игнатьев. Регион Ертӳçи çакăн пекех республикăра шывпа тата ăшăпа, электричествăпа тивĕçтермелли пайсене те сахал мар инвестици явăçтарнине каланă, ытти тытăмсене те инвестици хывнине пĕлтернĕ. «Сывлăх сыхлавĕн пайне те укçа-тенкĕ сахал мар тăкакланă. Васкавлă пулăшу памалли машинăсенчен 95 процентне харпăр хăй уйрăм çынсем укçа-тенкĕ хывнă. Раççей Президенчĕ пирĕн ума лартнă тĕллевсене пурне те туллин пурнăçлăпăр», - тенĕ вăл. Мордва Республикин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн министрĕ Алексей Тюркин хăйĕн сăмахĕнче республикăра нимĕçсен «Ремондис» компанипе килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнине каланă. Ĕç курăмлăнах пурнăçа кĕрсе пынине палăртнă. Пуласлăхра усал каяшсене тирпейлеме май паракан комплекса та хута яма тĕллев лартнине пĕлтернĕ.  «Управление отходами» АХП генеральнăй директорĕ  Павел Бесшапов хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикинче ТБО полигон проектне еплерех пурнăçа кĕртни пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. «Проекта пурнăçлама Чăваш Ен Правительстви, регион Ертӳçи Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕсем пысăк витĕм кӳнĕ. Кашни эрнере палăртнă ыйтупа ятарлă ĕçлĕ канашлусем иртнĕ. Пур йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те вăхăтра татса панă. Çĕршыв историйĕнче пуçласа Чăваш Республики полигон патне çитме çулне тата  карттине йĕркелеме заявка панă. Раççей Федерацийĕн инвестици фончĕ урлă финанс тĕлĕшĕнчен пулăшăва тивĕçрĕ. Çак ĕçсем пĕтĕмпех проекта вăхăтра пурнăçа кĕртме ирĕк пачĕç», - тенĕ вăл. Пухăннисем тухса калаçакансемпе пĕрле пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашнă.  Канашлу вĕçленнĕ хыççăн, Андрей Чибис Михаил Игнатьева тата Чăваш Ен Правительствине тав сăмахĕсем каланă. «Тавах Сире, тата Сирĕн командăна. Эсир çĕршывра ыттисене хăвăрăн ырă тĕслĕхĕрсемпе паллаштаратăр. Сирĕн паха опыт пуриншĕн те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – пархатарлă инвесторсене палăртнă тытăма явăçтарасси», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕн çумĕ Андрей Чибис.Тĕплĕнрех 



26 октября 2015
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter