Республика бюджечĕн проектне йышăнас ыйтупа Михаил Игнатьев канашлу ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин 2016 çул валли республика бюджечĕн проектне сӳтсе явма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тата комитетсен председателĕсем Николай Малов, Олег Мешков, Петр Краснов, Дмитрий Евсеев, Андрей Кулагин, Леонид Лукин хутшăннă. «Эпир кунта пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлĕпе паллашма, республикăра пурăнакансен сĕнĕвĕсене пĕтĕмпех шута илнипе илменни пирки канашлама пуçтарăннă. Районсемпе хуласенче çынсемпе тĕл пулса калаçнă чухне вĕсем тăратнă ыйтусене шута илнипе илменнине пăхса тухăпăр», - тенĕ канашлăва уçнă май регион Ертӳçи Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче бюджетăн тĕп пайĕ республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тĕпе хурса йĕркеленине палăртнă. 2016 çулта бюджетăн тупăш пайĕ 32 млрд. 104 млн тенкĕ пулĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 89,3 процент. Бюджета федераци уйăракан пулăшăва халлĕхе кĕртменнине асăннă. Харпăр хăй тупăш пайĕ ӳсни курăнать, вăл 22 млрд. 293 млн. тенкĕ пулĕ, ӳсĕм куçкĕретех 5,1 процентпа танлашать. Тăкаксен пайĕ çитес çулта 34,3 млрд (86,4 процент).  Пĕтĕмĕшле тăкаксен пайĕнчен 66 проценчĕ производство тата социаллă тытăма аталантарма куçассине палăртнă министр. Çакăн пекех палăртса хăвармалла, вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе спорта та аванах пулăшу куçассине пĕлтернĕ. Депутатсене ытларах 2016 çулта социаллă тытăма куçакан укçа виçи кăсăклантарнă. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина 2016 çулта онкологи корпусне хута яма, ФАПсем çĕклесе лартма укçа çителĕклĕ виçепе куçарассине пĕлтернĕ. Тата çакна та палăртмалла: пилотлă виçĕ районта культурăпа кану центрĕсем пулĕç, вĕсене валли те республика хыснинчен 10,5 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.  Тĕплĕнрех

 



27 октября 2015
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter