Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Алена Аршиновăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


 Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Алена Аршиновăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. «Эпир ача сачĕсене реконструкцилес тата çĕнĕрен хута ярассипе йышăннă программăна пурнăçларăмăр, малашне те ĕçе йĕркелесе пырăпăр. Çĕнĕ çул тĕлне тата та тăватă объект хута яма палăртса хунă», - тесе пĕлтернĕ депутата республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Программăна пурнăçа кĕртме пурĕ 3,7 млрд. тенкĕлĕх тăкакланнине асăннă, вĕсенчен 1,63 млрд. тенкĕ федераци хыснинчен куçнине пĕлтернĕ. Социаллă программăсене пурнăçлама малашне те Чăваш Ен Правительстви укçа хушса тӳлеме хатĕр пулнине палăртнă. Алена Аршинова Чăваш Ен Правительствин ĕçне пысăка хакланă. «Ачасене – ача сачĕсем» проектпа мана шăпах та тĕрĕслесе йĕркелесе пыма тиврĕ. Эпĕ хам куçпа курса ĕнентĕм, çĕршывра ытти регионсенче йывăрлăхсем сиксе тухнине. Чăваш Енре вара ку ыйтупа пачах та кăлтăксем пулман, регионсем хушшинче эсир малтисен ретĕнче. Михаил Васильевич, уйрăмах Сире пысăк тав сăмахĕсем каламалла, Эсир çак ыйтăва хăвăр регионта çирĕп тĕрĕслесе пырса пурнăçларăр. Çакăн пекех çĕршывра ыйтăва Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн ертӳçи Дмитрий Медведев  тĕрĕслесе пычĕ. Эпĕ чунтанах савăнатăп, регионта патшалăх уйăрнă пулăшупа тĕллевлĕн пĕлсе кашни тенкипе усă курнăшăн. Социаллă блок чăннипех те çирĕп аталанса пырать республикăра», - тенĕ Алена Аршинова. Социаллă программăсене пурнăçа кĕртсе пыма витĕм кӳнĕшĕн депутата тав сăмахĕсем каланă Михаил Игнатьев. «Тавах Сире, ялти шкулсенче спорт залсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме те сахал мар витĕм кӳретĕр. Калăпăр, вĕсем 1960-1970-мĕш çулсенче хута кайнисем, паянччен те пĕрре те вĕсене тĕпрен юспав ĕçĕсене ирттермен пулнă. Икĕ çул хушшинче 72 спорт зала тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Ку пысăк çитĕнӳ», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Чăваш Республикине ялти шкулсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме икĕ хут та списока кĕртнĕ. Хăй вăхăтĕнче каланă тăрăх, регион палăртнă программăра пĕрре çеç хутшăнма ирĕк пур тенĕччĕ, анчах та эсир тухăçлă ĕçленине кура, программăна сире иккĕмĕш хут та кĕртсе хăварнă. Çĕршывра регионăн ыттисем умĕнче чăннипех те пысăк хисеп пур», - тесе палăртса каланă Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова. Тĕлпулу вăхăтĕнче республикăра шкулсене хута ярассипе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех



28 октября 2015
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter