Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле Чăваш Енĕн Çамрăксен правительствин членĕсемпе çавра сĕтел мелĕпе калаçу ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле Чăваш Енĕн Çамрăксен правительствин членĕсемпе çавра сĕтел мелĕпе калаçу ирттернĕ. Çамрăк пулас министрсене саламланă май, Михаил Игнатьев вĕсем мĕнле ĕçленине аякран сăнаса тăракан çамрăксем марине, чăннипех те республика пурнăçĕшĕн витĕм кӳме тăрăшакансем пулнине палăртса каланă, республика, çĕршыв пуласлăхĕ вĕсенчен нумай килнине асăннă. Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикин Çамрăксен правительстви çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ орган пулнине, паянлăха вĕсем харпăр хăй тĕллĕн регионăн пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса вăй хунине асăннă. Çакăн пек канаша çамрăксене хăйсене тĕллĕн аталанса пыма майсем туса парас тĕллевпе йĕркеленине палăртнă министр çумĕ. Вĕсем обществăлла лару-тăрупа та, социаллă пурнăçпа та, экономика аталанăвĕпе те кăсăкланаççĕ. Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин Министерстви хăй вăхăтĕнче Çамрăксен правительствине йĕркелеме, унта валли кадрсем хатĕрлеме ятарласа  конкурс ирттернĕ. Ун чухне конкурса хутшăнма кăмăл тунисем 48 çын пулнă. Хальхи вăхăтра Çамрăксен правительстви аван ĕçлет. Унăн тытăмне 12 яш-кĕрĕм кĕнĕ. Правительствăн председателĕ пулма Чăваш Республикин информаци политикин çамрăк министрне Станислав Трофимова суйласа лартнă. Халлĕхе палăртса хăвармалла, строительство тата çул-йĕр çамрăк министрĕсене суйламан. Кăмăл тăвакансем конкурса хутшăнма пултарнине асăнса хăварнă Правительство председателĕ. «Шанатпăр, çак палăртнă орган креативлă проектсене пурнăçа кĕртме витĕм кӳрессе», - тенĕ Вĕренӳ тата çамрăксен политикин пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова. Канашлура Станислав Трофимов хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикинчи Çамрăксен правительствин малтанхи ĕç кăтартăвĕсем пирки тата лартнă тĕллевсемпе паллаштарнă. Сывлăх сыхлавĕн çамрăк министрĕ Юлия Ратьева правительствăн çамрăк членĕсем республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсенче практика ирттерни пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Республикин çамрăк культура министрĕ Иван Сидоров культура пайĕнчи çĕнĕ проектсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулас çĕнĕ çамрăк министрсене халь патшалăх влаç органĕсенче тăрăшакан министрсемпе пĕрле ĕç кунне ирттерме сĕннĕ. Вĕсем мĕнле яваплăха туйса ĕçленине курса ĕненме, вĕсемпе пĕрле канашлусенче те хутшăнса пăхма каланă. «Манăн, Патшалăх Канашне янă пĕрремĕш Çыру «Çамрăксене ĕненмелле, шанмалла!» ятлă пулнăччĕ. Эпир яланах сире шанатпăр. Çĕршыври регионсен Çамрăксен правительствисем хушшинче пирĕн орган чи лайăххисен шутĕнче пулмалла. Сирĕн çинчен Федераци шайĕнче те пĕлччĕр. Сире аталанса пыма тата та лайăхрах условисем йĕркелентĕр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин çамрăк министрсене малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă, вĕсем тăратакан ыйтусене яланах пăхса тухма хатĕр пулнине каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн  Администраци Ертӳçи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче çамрăк министрсене хăйсем тавра вĕсем пек шухăшлă яш-кĕрĕме явăçтарма сĕннĕ, пĕрле шухăшласа кирлĕ пек ыйтусене татса пама витĕм кӳччĕр тесе каланă. Влаç органĕсенче тăрăшакансем пирки массăллă информаци хатĕрĕсем урлă тĕрĕс хыпарсене илсе çитерме пулăшмаллине асăннă. «Эсир, шăпах та министерствăсенче мĕнле ĕçленине курса тăратăр. Çамрăк ăру патне лайăх, паха хыпарсене илсе çитерессе шанатпăр», - тенĕ вăл. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева хăйĕн сăмахĕнче çамрăксемпе тĕл пулнă самантра вĕсем тăратнă сĕнӳсем пирки чарăнса тăнă. Паян çамрăк ăру велосипед çулĕсене ытларах сарасси пирки сăмах пуçарать. «Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, вĕсен пĕрремĕш проекчĕ пурнăçа кĕни шутланать тейĕпĕр», - палăртнă Алла Салаева. Чăваш Ен вице-премьерĕ Михаил Резников çамрăксен сĕнĕвĕсене яланах шута илме хатĕр пулнине каланă. Тĕплĕнрех



28 октября 2015
19:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter