Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин суд приставĕсен институтне йĕркелесе янăранпа 150 çул çитнине халалланă торжествăлла мероприятине хутшăннă

 


Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин суд приставĕсен институтне йĕркелесе янăранпа 150 çул çитнине халалланă торжествăлла мероприятине хутшăннă.  Паллă пулăма Чăваш Республикинчи федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, вăй структурисен ертӳçисем, республикăн тата федераци влаçĕн территори органĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи Управленийӳнче ĕçлекенсене эффективлă ĕçленĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. «Паян эпир рынок экономикинче пурăнатпăр. Сирĕн ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пирки питĕ лайăх ăнланатпăр, комплекслă хаклама та пултаратпăр. Йĕркене пăхăнманнисем, сирĕн ĕçĕре пула, дисциплинăна, саккуна пăхăнма тытăнаççĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ пирĕн ума çирĕп тĕллевсем лартать.   Патшалăх влаç органĕсенче тăрăшакансен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, обществăлла организацисемпе, депутатсемпе пĕрле пирĕн граждансем валли ырлăх тăвассишĕн тăрăшмалла», - тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳçи Михаил Игнатьев.  Паянхи пурнăçра çак суд приставĕ професси питĕ кирлине асăннă. Управленинче, чăннипех те паха пуян опытлă 892 специалист ĕçленине каланă.  «Сирĕн ĕç çăмăлах мар. Кашни кун тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулма тивет. Эсир хăвăрăн ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлатăр. Хăвăра шанса панă ĕçе яваплăха туйса ĕçлĕр – ун чухне çитĕнӳсем те пулĕç», - тенĕ вăл, юбилей ячĕпе Раççей Федерацийĕн суд приставĕсен Чăваш Енри Управленийĕнче ĕçлекене, Елчĕк районĕн суд приставĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса тăрăшакан Валерий Казакова Тав çырăвне парса чысланă. Раççей Федерацийĕн суд приставĕсен службине 150 çул çитнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Федерацин суд приставĕсен службине пысăк витĕм кӳнĕшĕн медаль парса хисеп тунă.  Федераци суд приставĕсен службин Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçи Анатолий Иванов хăйĕн докладĕнче вĕсен служби чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче профессиллĕ уявне çеç мар тата 150 çул çитнине те анлăн паллă тунине каланă. Пухăннă ĕçтешĕсен ячĕпе Анатлоий Иванов  Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, республика Правительствин ертӳлĕхне тав тунă.  «Пурсăмăр та пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçленине кура, ĕç кăтартăвĕ тивĕçлĕ шайра пулса пырать», - тенĕ вăл. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов хăйĕн сăмахĕнче çак служба патшалăх интерессене кăна мар, ахаль çынсен интересĕсене те хӳтĕленине уйрăммăн палăртса хăварнă. Тĕплĕнрех



28 октября 2015
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter