«Ял тăрăхĕсене комплекслă аталантарас енĕпе, Чăваш Ен малтисен ретĕнче» , - палăртнă Раççей Ял хуçалăх министерствин ялсене тата социаллă политикăна аталантарассипе ĕçлекен Департамент Директорĕ Дмитрий Торопов

 


Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви çумĕнчи ялсене тата социаллă политикăна аталантарассипе ĕçлекен Департамент Директорĕпе Дмитрий Тороповпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сумлă хăнана Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствипе тачă хутшăнса ĕçлеме витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. «Эпир пĕрле республикăшăн сахал мар ĕç турăмăр. Малашне те ĕçлемеллисем çителĕклĕ. Ял тăрăхĕсенче граждансене пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе парассишĕн пурнăçламалли ĕçсем татах та пур», - тенĕ Михаил Игнатьев. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче ялсенче культурăпа кану центрĕсене хута яма ирĕк паракан Указа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. Чи малтанах палăртса хунă тăрăх, республикăра вĕсен шучĕ 10 объект пулĕ, халлĕхе проектпа смета ĕç хучĕсене хатĕрлес тапхăр пырать. 2016 çул валли йышăннă бюджет проектне те укçа-тенкĕне виçĕ объект валли пăхса хăварнине пĕлтернĕ.  Юлашки виçĕ çул хушшинче республикăри районсенче, аякра вырнаçнă ял тăрăхĕсенче пурĕ 100 ФАП хута янă. Малашлăхра тата та 50 ФАП çĕклесе лартма тĕллев лартнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. «Ял поселенийĕсене тирпей-илем кӳртсе аталантарас ĕç малалла та активлă пурнăçланĕ.  Ял çыннисен хăйсем çине влаç органĕсенче тăрăшакансем тимлĕх уйăрнине туймалла», - тесе каланă регион Ертӳçи. Дмитрий Торопов хăйĕн сăмахĕнче республикăра пулса иртекен ырă улшăнусене пысăка хурса хакланă, агропромышленноç комплекс пайĕнче те çитĕнӳсем куçкĕретех пулнине палăртнă. «Кӳршĕллĕ регионсемпе Марий Эл, Мордва, Нижегородск облаçĕпе танлаштарсан та Чăваш Енре ял хуçалăх таварне тирпейлес ĕç курăмлă пулса пырать», - тенĕ. «Тата çакна та палăртас килет: регионта çур-йĕрсем нумай хута каяççĕ. Ял тăрăхсенче комплекслă строительство ĕçне пурнăçлассин кăтартăвĕпе Рязань облаçĕ хыççăн иккĕмĕш пыратăр. Малти вырăнта пулни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă сумлă хăна. Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин ялсене тата социаллă политикăна аталантарассипе ĕçлекен  Департамент Директорĕ хăйĕн сăмахĕнче тата çакна та палăртса хăварнă: пĕлтĕрхи çул РФ ялсен территорийĕсене аталантарассипе 2030-мĕш çулччен йышăннă Стратегине хатĕрлес ĕçре Чăваш Енрен ăста специалистсем хутшăннине асăннă. «Ялсене эпир тирпейлес ĕçе малашне те туса пырăпăр. Халăхăн çакна лайăх туймалла, ытларах ялсенче пурăнма тăрăшмалла. Ялсенче те ĕçсем пысăк технологиллĕ пĕтĕмпех йĕркеленмелле, çынсене валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленмелле. Мана, чăннипех те питĕ кăмăллă, палăртнă ыйтупа Чăваш Республики çав тери курăмлă ĕçлесе пырать, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче, çулсерен çитĕнӳсемпе палăрать», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев регионăн ĕç-хĕлне пысăка хурса  хакланăшăн тав тунă. Хальхи вăхăтра тата ялсенче харпăр хăй хуçалăхĕсенче те аталанса пыма патшалăх витĕм кӳнине палăртнă. «Нумай харпăр хăй хуçалăхĕсем хресчен фермер хуçалăхĕсене куçаççĕ, çирĕпленеççĕ. Ялсенче çемьесем ферма тытасси вăй илсе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес текенсен шучĕ те палăрмалла ӳссе пырать.  Пуласлăхра çак ĕçсем тата та вăйлăрах пурнăçланассине шанатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



28 октября 2015
14:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter