Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче «Яла çирĕплетни - Раççее ÿсĕмлĕн аталантарни» ятпа регионсен хушшинчи V «Шăнкăртамри диалог» форумĕн ĕçне хутшăннă

 


Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче Шăнкăртан диалогĕ регионсем хушшинчи V-мĕш экономика форумĕн ĕçне хутшăннă. Пухăннисем форум ĕçĕнче  ялсене аталантарни – Раççейшĕн витĕмлĕ пулнине тĕплĕн тишкернĕ. Палăртнă мероприятине Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви çумĕнчи  ялсене тата социаллă политикăна аталантарассипе ĕçлекен Департамент директорĕ  Дмитрий Торопов, Мускав, Тĕп регион тата Чăваш Ен муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ, форумăн йĕркелӳ комитечĕн председателĕ    Альбир Крганов тата та нумай официаллă хăнасем пуçтарăннă. Регион Ертӳçи пухăннисене саламланă, форум пилĕк çул хушшинче хăйĕн ĕçне уççăмăнах кăтартса пама пултарнине палăртнă. Тĕрлĕ шайри влаç органĕсенче ĕçлекенсем, бизнесра вăй хуракансем, обществăлла организацисенче ĕçлекенсем, ял çыннисем пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлĕпе паллашма пултараççĕ, тĕрлĕ сĕнӳсем тăратма ирĕк пур.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пур регионсемшĕн те ялсене аталантарса пырас ыйту питĕ актуаллă пулнине каланă, анчах та ял пурнăçне тĕпрен улăштарас тесессĕн, сахал мар укçа-тенкĕ кирлине те палăртнă. Пирĕн республикăра нимĕнле йывăрлăхсене те пăхмасăрах, ял çыннисен пурнăç условийĕн шайне лайăхлатса пырассишĕн бюджетран кирлĕ пек тăкакланнине палăртнă. Халăх ыйтнă пур ыйтăва та республика Правительстви туллин тивĕçтерет. Калăпăр, çитес çул валли те ялсенче çулсене тирпейлесе сарма 570 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Ял тăрăхĕсенче культура кану центрĕсене хута яма ирĕк паракан Указа та алă пусса çирĕплетнине палăртнă. Виçĕ çул хушшинче республикăри ялсенче пурĕ 100 ФАП çĕклесе лартнă. Пуласлăхра тата та 50 ФАП хăпартса лартма тĕллев пуррине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Паянхи пурнăçра ял хуçалăх пайĕпе ĕçлеме питĕ те лайăх, çавăнпа та çамрăксене асăннă тытăмпа бизнес йĕркелеме сĕннĕ.

Альбир Крганов хăйĕн докладĕнче Шăнкăртам салинче агрокластер хута яма ирĕк паракан  проектпа паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, енчен те çак комплекс вăй илсе кайсан, ялсене аталантарма пысăк витĕм кӳрессине палăртнă. Асăннă ялта пуласлăх пур, ачасен çураласлăхĕ те куçкĕретех ӳссе пынине каланă. Апла пулсан, ялта пурăнас кăмăллă çынсем сахал мар-ха ку тăрăхра. Алена Аршинова çакăн пек мероприятисене ялсенче йĕркелесе ирттерни питĕ вырăнлă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе каланă. Пĕтĕмĕшле калас пулсан та, Раççей аграрлă çĕршыв. Вăл хăй енчен май килнĕ таран ĕçсене пурнăçлама витĕм кӳме хатĕр пулнине палăртса хăварнă. «Чи кирли - паян ялсене çамрăксене явăçтарасси, вĕсене кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси», - тесе çирĕппĕн каланă Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова. Ялсене тата социаллă политикăна аталантарассипе ĕçлекен Департамент директорĕ хăйĕн сăмахĕнче паянхи çамрăксене яла илсе килес пулсассăн, вĕсене пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтермеллине тата пĕчĕк предпринимательлĕхе ытларах аталантарса пымаллине каланă. Импортран хăтăлас тĕллевпе хамăр тăрăхра калăпланса тухакан таварсене ытларах кăлараççĕ. Пĕчĕк формăллă предприятисене грант пулăшăвĕпе тивĕçтересси те кирлĕ пек пурнăçланать. Дмитрий Торопов предпринимательсене вăхăтра хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме палăртнисене, ĕç хучĕсене йĕркене кĕртсе хатĕрлесе тăратма хушнă.  Михаил Игнатьев мероприятинче патшталăх наградисене парса хавхалантарнă. Хисепе тивĕçнисем: Патăрьел районĕн Шăнкăртам ял поселенийĕн администрацийĕ, Патăрьел район администрацийĕ, Çĕнĕ Шупашкарти мăсăльмансен канашĕн председателĕ Минкадир Резяпов. Тĕплĕнрех



29 октября 2015
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter