Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче ларăва Чăваш Ен Правительствин Çамрăксен пĕрлешĕвĕн членĕсем те хутшăннă. Лару ĕçне пуçличчен чи малтан  Михаил Игнатьев пĕлтерӳсем çинче чарăнса тăнă. Паян Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ пулма  Сергей Павлова уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. Çĕнĕ министра малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă. Çак кун тата тепĕр Указа алă пуснă. Палăртнă ĕç хучĕ ялсенче культурăпа канăва йĕркелессипе йышăнмалли мерăсем çинчен палăртать. Указăн тĕп тĕллевĕ республикăри граждансене пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе парасси. Ялсене тивĕçлĕ шайра  аталантарассипе пысăк курăмлă ĕçсем пурнăçланса пынине палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Кулленех ача сачĕсем, шкулсем тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайнине каланă. Паянхи куна республикăри ялсенче пурĕ 100 ФАП çĕклесе лартнă тата та 50 ФАП хăпартса лартма тĕллев лартнă. Физкультурăпа спорт комплексĕсем те ял тăрăхĕсенче, хуласенче тивĕçлĕ шайра. Культура кану центрĕсене йĕркелесе хута яма проектпа смета хатĕрленĕ чухне влаç органĕсенче тăрăшакансен ялсенчи ыйтусене пурне те шута илме тăрăшмаллине асăрхаттарса хăварнă.  Паянхи ларура пăхса тухнă ыйтусенчен чи пысăк пĕлтерĕшли – республикăн 2016-мĕш çул валли бюджет проектне пăхса тухасси пулнă. Финанс енĕпе çыхăннă тĕп ĕç хутне хатĕрленĕ чухне приоритетлă ыйтусене тĕпе хунă. «Чи малтанах пурсăмăрăн та патшалăх парăмĕсене каялла тавăрса парассипе çине тăрса ĕçлемелле. Кредитсем илнĕ чухне процентсем пысăк пулни те бюджет ыйтăвне вăйлатса пырас вырăнне, каялла чакарать. Кредитсене вăхăт çитмесĕрех каялла тавăрса парсан паха», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса парассипе хамăр çине илнĕ пур яваплăха та чăваш Ен Правительствин туллин татса пама тĕллев лартнă. Ку енĕпе Раççей Федерацийĕн Правительстви те граждансене социаллă пулăшусемпе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăрать. «Республикăра социаллă пулăшу илес текенсен шучĕ сахал мар. Тепре чухне лайăх пурăнакан çемьесем те пулăшăва тивĕçеççĕ. Пирĕн тĕллев – сахал тупăшлă çемьесене ытларах пулăшасси», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Михаил Игнатьев. Ыйтупа халăхпа ытларах калаçмалла, ăнлантарса пама ыйтнă влаç органĕсенче ĕçлекенсене. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче енчен те проектсене пурнăçа кĕртме республика хыснинчен тăкакланатпăр пулсан, вĕсен республика социаллă экономика аталанăвĕшĕн те пысăк витĕм кӳмеллине палăртса хăварнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016-мĕш çул валли хатĕрленĕ республика бюджечĕн проекчĕ пирки чарăнса тăнă. Республика бюджечĕн тупăш пайĕ çитес çулта 32,1 млрд. Проекта халлĕхе федераци бюджетĕнчен куçакан укçа-тенкĕне кĕртмен. Региона федераци хыснинчен кăçал 8 млрд. тенкĕ куçарасси паллă. Кăтарту пĕчĕк мар, 2014-мĕш çулхипе танах. «2015 çулта уйăрнă укçа-тенкĕне те кашни министерствăн эффективлă усă курса кирлĕ пек тăкакланмаллине çирĕп асăрхаттарса хăварнă Михаил Игнатьев.  Республика бюджечĕн 2016 çул валли йышăннă проектра тăкаксен пайĕ  34,3 млрд. тенкĕ, 86,4 процентпа танлашать. Тăкаксен пайĕ те пĕчĕкленет, ку енĕпе та паллă кăтарту, федераци бюджетĕнчен укçа-текнĕ куçманни сисĕнет. «2016-мĕш çул 2015-мĕш çулпа танлаштарсан çăмăлах пулмĕ. Бюджет пайĕнче пирĕн Чăваш Ен экономикине аталантарма витĕм кĕрекен векторсене питĕ лайăх ăнланса палăртмалла. Проекта хатĕрленĕ чухне кашнин ĕç хучĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, хамăрăн ума лартнă тĕллевсене пурнăçламалла. Пирĕн йышăнусенчен шăпах та республика аталанăвĕ, социаллă пурнăçри ăнăçусем, кашни çемьен, кашни çынăн шухăш-кăмăл епле пуласси палăрать», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  2016 мĕш çул валли пăхса тухнă республика бюджечĕн проектне ырланă, Чăваш Ен Патшалăх Канашне тăратма сĕннĕ.  Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче 2016-мĕш çул валли йышăннă бюджет проекчĕ хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăнине асăннă.  Чăваш Республикин республика бюджечĕн харпăр хăй тупăш пайĕ çитес çулта ӳсесси паллă, вăл 5 процента çити хăпарассине каланă.  Вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе культура, спорта аталантарма пĕтĕмпех кирлĕ пек укçа-тенкĕ пăхса хăварнине асăннă. Укçан ытларах пайĕ вĕрентӳ тытăмне – 10 471,9 млн., сывлăх сыхлавне - 6299 млн., спорта аталантарма - 467 млн, çул-йĕр строительствине аталантарма - 2,7 млрд. куçĕ. Социаллă политикăна  пĕтĕмĕшле 7383 млн. тăкаклама палăртнă. Граждансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма – 1451,3 млн. тенкĕ пăхса хăварнă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика бюджечĕн проектне ырласа çапла каланă: «Тĕп тĕллев тупăш пайне ӳстересси. Хушма тупăша эпир яланах Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикăна аталантарма тăккалăпăр», -  тенĕ сăмаха малалла тăснă май. 2016 çул валли обязательнăй страховани тăвассипе те йышăннă ĕç хутне ырланă, йышăнса хăварнă. Фондăн пĕтĕмĕшле бюджечĕ 10841 млн. тенкĕпе танлашать. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ хăйĕн докладĕнче эмелсем пирки чарăнса тăнă. Михаил Игнатьев хамăрăн çĕршывра калăпланса тухакан таварсемпе ытларах усă курма тăрăшмаллине, халăха та кун çинчен лайăх ăнлантарса памаллине асăнса хăварнă. Тепĕр тесен хаксене илес пулсан та ют çĕршыврисенчен самай пĕчĕк пулни те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ларура çĕрсемпе çыхăннă ыйтусем тавра та тĕплĕн канашланă. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина кăçалхи çул 9 уйăх хушшинчи республика бюджечĕн кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Налуксенчен пухăнакан укçа самай кирлĕ пек виçепе пуçтарăнса пынине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев бюджет укçипе туллин эффективлă усă курмаллине асăрхаттарса хăварнă министерствăсен ертӳçисене.  Бюджетран каякан кашни тенкĕ граждансен ырлăхĕшĕн куçмаллине çирĕппĕн палăртса хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче йышăннă ĕç хутне çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма килĕшнĕ. Палăртнă ыйтупа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Администраци Ертӳçи Юрий Васильев тĕплĕн паллаштарнă. Кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтăва та тишкерсе тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.    



29 октября 2015
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter