Ҫак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ

Пур районта та тенӗ пекех администраци ертӳҫисене палӑртнӑ. Чылайӑшӗнче унчченхи пуҫлӑхсемех юлнӑ. Патӑрьел, Канаш, Йӗпреҫ, Красноармейски тата Шӑмӑршӑ районӗсенче   тата Канаш хулинче ку должноҫе урӑх ҫынсем йышӑннӑ. Ҫак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ. Правительство ҫуртӗнче вӗсем малашнехи ӗҫсем пирки калаҫнӑ. Михаил Игнатьев район администрацийӗн пуҫлӑхӗсен умне тӗллев лартнӑ: инвесторсене илӗртмелле. Правительство вара усламҫӑсене ӗҫ условийӗсемпе тивӗҫтерме хатӗррине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ялсене аталантармалли пирки калаҫнӑ. Ҫынсем ялсене хӑтлӑлатас ыйтӑва яланах ҫӗклеҫҫӗ. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул кун тӗлӗшпе 5 хыснаран 70 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ҫитес ҫул районсенче 50 ФАП хута ямалла. Ҫавӑн пекех ялсенчи клубсене ҫӗнетес ӗҫ малалла тӑсӑлӗ. Михаил Игнатьев пуҫлӑхсене ҫӗр участокӗсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Унран хысна укҫапа мӗнле пуянланасси килет. Ҫавӑнпа пуҫлӑхсен коррупци тӗлӗшпе тимлӗрех пулмаллине каланӑ Михаил Игнатьев.



29 октября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter