«Чăваш Республики Пĕтĕм Раççейĕпе ирттернĕ пысăк конкурсра иккĕмĕш çул çĕнтерӳçĕ ята çĕнсе илнĕшĕн мăнаçланатăп», - тенĕ Раççейри социаллă патшалăх университечĕн ректорĕ Наталья Починок

 


Октябрĕн 2-мĕшĕнче Сочире РФ Правительствин Председателĕн заместителĕ Ольга Голодец Пĕтĕм Раççейри регионсен социаллă аталанăвĕн программисен А.П.Починок ячĕллĕ премие çĕнсе илмелли конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Ачасем тăлăха тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юласран сыхланса пурнăçламалли профилактикăпа çыхăннă номинацире Шупашкарти çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕн «Шанчăк сăпки» программине пурнăçланăшăн Чăваш Ен Правительстви Диплома тивĕçнĕ. Раççей министрĕ Михаил Абызов кăçал конкурса Раççейĕн 70 субћекчĕ 143 заявка панине пĕлтернĕ. Ольга Голодец çак конкурсри çĕнтерĕве «халăх ырласа хакланипе» танлаштарнă.

Раççей патшалăх социаллă университечĕн ректорĕ Наталья Починок Диплома ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева панă май çапла каланă: «Чăваш Республики Пĕтĕм Раççейри регионсен социаллă аталанăвĕн программисен конкурсĕн чи пысăк наградине иккĕмĕш хут илнипе чăннипех мăнаçланатăп!»

Михаил Васильевич республика Правительствин, социаллă отрасль ĕçченĕсен ĕçне çапла пысăка хурса хакланăшăн тав тунă, патшалăх социаллă тĕллевсене тĕпе хунă май регионта тăваттăмĕш çул демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине, нумай ачаллă çемьесем йышланнине, çынсен пурнăç тăршшĕ вăрăмланнине палăртнă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа Наталья Починок çапла каланă:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев социаллă сфера тĕлĕшпе питĕ тимлĕ. Ăнăçу вăрттăнлăхĕ - унăн команди регионăн социаллă тĕллевĕсене тĕпе хуни. Кунта вара - çак самантра татса памалли нумай ыйту: тивĕçлĕ инструментсем йĕркелемелле, социаллă ыйтусемпе ĕçлекен организацисене аталантармалла, бизнеса социаллă проектсемпе ĕçлеме хавхалантармалла. Çакă чи малтанах субћект ертÿçинчен килет. Çитес çул та республика Правительстви интереслĕ проектсемпе савăнтарасса шанатăп. Пĕлтĕр палăртнă проектсем вара ытти регионта хунавсем пачĕç ĕнтĕ.

Палăртни вырăнлă: «Шанчăк сăпки» проекта асăннă реабилитаци центрĕ 2007 çулта хатĕрленĕ. Унăн тĕллевĕ - йывăр лару-тăрури хĕрарăмсене, çемьесене пулăшасси. Ăна пурнăçланă май 2014-2015 çулсенче вун-вун хĕрарăмпа çемьене тĕрлĕ енĕпе пулăшнă.

Тĕплĕнрех



03 октября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter