Хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев октябрĕн 31-мĕшĕнче хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ. Унта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов хутшăннă. Видеоконференци мелĕпе иртнĕ канашлура тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухнă: вырăнти бюджет мĕнлерех пурнăçланса пыни, 2015-2016 çулсенче Чăваш Республикинче кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрсенче çынсене шыв объекчĕсенче инкек-синкекрен сыхласси тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарассине мĕнлерех йĕркелени, республикăри муниципалитетсенче пулса иртекен мероприятисене информаци тĕлĕшĕнчен çутатассине йĕркелесси тата ытти те. ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ А.Иванов 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн республикăра тата районсенче тухса тăракан пичет кăларăмĕсене вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче еплерех шайра çырăнни пирки каларĕ, хаçатсенче халăха кирлĕ информаци, çивĕч ыйтусене çутатакан материалсем ытларах пулмаллине палăртрĕ.



31 октября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter