Чăваш Республикин ăслăлăхпа техника облаçĕнчи Патшалăх премийĕсене тивĕçме пултаракан ĕçсене чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен йышăнма тытăнаççĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикин ăслăлăхпа техника облаçĕнчи Патшалăх премийĕсен комиссийĕ Чăваш Республикин ăслăлăхпа техника облаçĕнчи 2015 çулшăн паракан патшалăх премийĕсене 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен йышăнма пуçлани çинчен пĕлтерет.

Ăслăлăхпа техника облаçĕнчи малта пыракан çитĕнÿсен шайĕнчи тата республикăн обществăпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене тухăçлă татса пама пулăшакан пысăк пĕлтерĕшлĕ ăслăлăх ĕçĕсемшĕн, çĕнĕ ĕçсемпе (открытисемпе) техника çитĕнĕвĕсемшĕн  (разработкисемшĕн), çĕнĕ техникăпа технологисене пурнăçа кĕртнĕшĕн  республикăра çулсерен икĕ преми (гуманитари ăслăлăхĕсенчи тата çут çанталăкпа техника ăслăлăхĕсенчи çитĕнÿсемшĕн) параççĕ.

Премисене илме тăратнă ĕçсене юлашки пилĕк çулта, анчах та документсене йышăнма пăрахиччен ултă уйăхран кая мар, халăха пĕлтернĕ, анлă сарăлнă (пичетленĕ, туса лартнă, туса кăларнă, усă курма пуçланă, произодствăна ĕçе кĕртнĕ) хыççăн анчах йышăнаççĕ.

Тивĕçлĕ ĕçсене 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствинче çак адреспа йышăнаççĕ: 428004, Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 33 çурт, 42 кабинет (3-мĕш хут).

Ыйтса пĕмелли телефон: (8(8352)64-21-81.

Чăваш Республикин ăслăлăхпа техника талккăшĕнчи Патшалăх премийĕсене илмешкĕн тивĕçлĕ документсене тата хăш йĕркепе хатĕрлесе памаллине Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин сайтĕнче «Чăваш Республикин ăслăлăхпа техника облаçĕнчи Патшалăх премийĕсем» (Государственные премии Чувашской Республики в области науки техники) баннерта тĕплĕнрех пĕлме пулать.



31 октября 2015
12:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter