Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Аврелькина Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илӳ министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ

 


Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Владимир Аврелькина Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илӳ  министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Ĕçлĕ тĕлпулу самантĕнче Михаил Игнатьев çак пысăк должноç республика аталанăвĕшĕн яваплăха туйса ĕçлеме хистенине палăртнă. Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче хальхи вăхăтра стратегиллĕ партнерсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси питĕ лайăх пулса пынине палăртнă. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма кирлĕ пек тимлĕх уйăрассине каланă министр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ министерство умне пысăк тĕллевсем лартнине каланă, республика экономикине 250 млрд. тенкĕлĕх инвестици явăçтармаллине, халăх валли ĕç вырăнĕсем хатĕрлемеллине асăннă.  Çак пысăк министр должноçне шаннăшăн, Владимир Аврелькин Михаил Игнатьева тав тунă, яваплăха туйса ĕçлеме шантарнă. Тĕплĕнрех



05 октября 2015
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter