Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Олег Маркова Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ

 


Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Олег Маркова Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх  министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче регион Ертӳçи  Чăваш Енĕн строительство министрĕпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕ тата строительство тытăмĕнчи актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă. Олег Марков министр хăйĕн сăмахĕнче таврара финанспа экономика лару-тăрăвĕ çăмăлах мар пулин те, строительство пĕр тан лайăх аталанса пынине асăннă. Хальхи вăхăтра регионта хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнине, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене ăшăпа тивĕçтернине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Олег Маркова Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн ырми-канми икĕ хут ытларах тăрăшса ĕçлемеллине палăртса каланă. Тĕплĕнрех



05 октября 2015
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter