Пĕтĕм тĕнчери «Сочи-2015» инвестици форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă Правительство комиссийĕн анлă ларăвне хутшăннă

 


Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Сочире Пĕтĕм тĕнчери «Сочи-2015» инвестици форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă Правительство комиссийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Ларăва пухăннисем федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, Раççейри регионсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ ĕç ушкăнсен представителĕсем  импорта улăштарас ĕçре федерацин субъекчĕсен пĕлтерĕшĕ пирки тата Правительство комиссийĕн 2015-2016-мĕш çулсем валли лартнă тĕллевсене пăхса тухнă. Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕнче хальхи вăхăтра импорта улăштарас тĕллевпе 40 ытла регионсен планĕсене çирĕплетнине асăннă. Федераци тата регионсем шайĕнче промышленноçа пулăшас тĕллевпе юлашки çулсенче ятарлă çирĕп йĕрке йышăнса хăварма пулăшу кӳнине палăртнă. «Асăннă пулăшусене регионсем туйма та пуçланă ĕнтĕ. Тĕрлĕ кредитсем илнĕ чухне процент пайне субсидипе тивĕçтереççĕ, налуксем тӳлессипе те çăмăллăхсем пур, чи ăнăçлă ĕçлекенсен паха опычĕсемпе ыттисене паллаштараççĕ», - тенĕ Премьер-министр, промышленноçа эффективлă аталантарас ĕçре чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Вĕсем шутне: «пĕр чӳрече» меслечĕпе пулăшусемпе тивĕçтересси, промышленноç валли инфратытăма аталантарасси, инвесторсем валли уйрăм площадкăсем, право йĕркине кирлĕ пек хатĕрлесе тăратасси пулнине палăртнă. «Пирĕн пĕр тĕллев – Раççей территорийĕнче пысăк технологиллĕ предприятисем йĕркелесе ярасси. Промышленноç, ял хуçалăх тата ытти тытăмсене лайăх аталантарасси. Ял хуçалăх таварĕсемпе Раççейре кăна мар, ют çĕршывсем те кăсăкланччĕр», - тенĕ Раççей Правительствин Председателĕ.   Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикинче импорта улăштарассипе патшалăх политики çирĕп пурнăçа кĕрсе пырать. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлас тесе «çул-йĕр карттине» йышăннă. Регионта инвестици проекчĕсем вăй илсе пыраççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ.  

 



05 октября 2015
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter