Укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курнăшăн

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи июль уйăхĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Правительствин Председателĕпе Дмитрий Медведевпа тата РФ финанс министрĕпе Антон Силуановпа ирттернĕ калаçусем хыççăн республика бюджетне 2,366 млрд тенкĕ кĕнĕ.

Михаил Игнатьев июлĕн 9-мĕшĕнчи РФ субъекчĕсене пулăшмалли мерăсем çинчен ыйтупа РФ Правительствин премьер-министрĕ Дмитрий Медведев ертсе пынипе иртнĕ канашлăва хутшăннă. Июлĕн 24-мĕшĕнче вăл Антон Силуанов министрпа тĕл пулнă.

Михаил Васильевич икĕ енлĕ калаçура РФ финанс министрне Чăваш Ен бюджечĕн виçипе тата шутлавĕпе паллаштарнă. Республикăн укçи-тенкипе тĕллевлĕ те тухăçлă усă курнине тата тĕрĕс шутлавсем тăратнине кура Антон Силуанов Чăваш Республикине хушма бюджет кредичĕ уйăрма килĕшнĕ.

Республика хыснине куçнă укçа бюджет кредичĕсен, Чăваш Ен патшалăх хаклă хучĕсен тата кредичĕсен парăмĕсемпе татăлма кайĕ. Республика вĕсене кредит тата тĕнчери финанс организацийĕнчен илнĕ пулнă.

РФ Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе 2015 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче федераци бюджетĕнчен коммерци банкĕсен пысăк кредичĕсене 0,1 процентпа саплаштарма республикăна 3,2 млрд ытла тенкĕ уйăрнă. Çапла майпа кăçал республика хыснине бюджет кредичĕ 5,652 млрд тенкĕлĕх куçнă.

ЧР Правительстви коммерци кредичĕсене бюджетăннипе 0,1) саплаштарас ĕçе 2014 çултах хута янă. Çавна пула бюджет тăкакне 391,2 млн тенкĕлĕх перекетлеме май килнĕ.

(Хамăр инф.).



05 октября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter