Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чи малтанах Михаил Игнатьев Чăваш Енри ГКЧС председателĕн Вениамин Петровăн докладне итленĕ. Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче республикăра районсемпе хуласенче çут-çанталăк сиен кӳнĕ тĕслĕхсем пирки чарăнса тăнă. Вăйлă çил-тăвăл республикăри пур муниципалитетсенче те инкек кӳнĕ. Уйрăмах Канаш районĕпе Елчĕк районĕсем инкек сиенне тӳснĕ. Харпăр хăй хуçалăхĕсем, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем, республикăри 80 ял тăрăхĕнче электричество пĕтнине пĕлтернĕ ертӳçĕ. Çак кунах инкеке сирсе ярассипе ятарлă мерăсем йышăннине палăртнă Вениамин Петров. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пур ыйтăва та çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче Раççей  Президенчĕ В.В.Путин 2012-мĕш çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсемпе килĕшӳллĕн регионта пурнăçланă ĕç кăтартăвĕсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. 2015 çул вĕçленнĕ тĕле мĕнпур халăхран 90 проценчĕн патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе нумай функциллĕ центр урлă «пĕр чӳрече» меслечĕпе усă курма пуçламаллине палăртнă. Паянхи куна регионта НФЦ пурĕ 28, вĕсенчен ытларах пайĕ тĕслĕх вулавăшĕсенче йĕркеленнĕ. 2015 çулта 8 уйăх хушшинче НФЦ пурĕ 237,8 пин ыйтăвне тивĕçтернĕ, 188,6 –шне консультаци панă. Патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтернин пахалăх шайĕ ӳссе пыни куçкĕретех. Михаил Игнатьев пухăннисем умĕнче пурне те Раççей Президенчĕ В.В. Путинăн хушăвĕсене туллин тивĕçтерессипе кăтартуллă ĕçлеме сĕннĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова хăйĕн докладĕнче республикăра Учительсен кунне халалласа палăртнă мероприятисем пирки чарăнса тăнă.   Иртнĕ эрнере 10 муниципалитетра çак паллă куна халалласа уявсем ирттернине каланă, паян Республикăри тата та 15 муниципалитетра торжествăлла мероприятисем ирттерме палăртса хунине асăннă. Çĕрпӳ районĕнче  Учительсен кунне халалласа савăнăçлă уява юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче ирттерме палăртнине пĕлтернĕ. Çак паллă пулăма Чăваш Республикинче юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче ирттернĕ, пурĕ 1300 педагог хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă.  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа учительсен хорĕ пулнă. Пĕтĕм Раççейри чи лайăх педагогсен конкурс çĕнтерӳçисене хисеп хучĕсене парса чысланă. Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин республикăна пысăк хуласене аталантарма витĕм кĕрекен фондăн генеральнăй директорĕ Илья Кривогов ĕçлĕ визитпа килсе кайни пирки пĕлтернĕ. Канаш хулинчи «Девелей», «Аурат-СВ», «СпецВагонДеталь» ТМЯП ĕçĕсемпе тата Сĕнтĕрвăрринчи  Марпосадкабель», «Мариинско-Посадский маслозавод», «Вител» организацисен ĕç-хĕлĕпе  паллашнине каланă. Калаçу вăхăтĕнче монохуласене аталантарассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе явнине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил «Сочи -2015» Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумчĕнче ĕçлĕ визитпа пулни пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  



05 октября 2015
13:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter