Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Надежда Прокопьевăна Чăваш Республикин юстици министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ

 


Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Надежда Прокопьевăна Чăваш Республикин юстици министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче  регион Ертӳçи министра Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тăрăшса, саккуна пăхăнса пĕрле ĕçлеме сĕннĕ. Уйрăмах республика Пуçлăхĕ муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме каланă министра. Хальхи вăхăтра пурĕ республикăра муниципаллă нормативлă актсене 62 пин патнелле регистрациленине пĕлтернĕ. 2015 çулта эффективлă ĕçленине кура, регионта мăшăрсем пĕр-пĕринчен уйрăлнă тĕслĕхсем сахалланнине каланă. Кăтарту 18 процента çити чакнине пĕлтернĕ.   Республикăра пурăнакансен пурнăç услови шайне ӳстерессипе çине тăрса ĕçлемеллине уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

 



05 октября 2015
16:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter