«Сочи -2015» Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумĕнче РФ федераллă министерствăсен ертӳçисемпе тата пысăк бизнесра ĕçлекенсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Сочи -2015» Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумĕнче ĕç тăвакан влаçăн федераллă органĕсен ертӳçисемпе тата пысăк бизнесра ĕçлекенсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ. Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх Министрĕпе Максим Топилинпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтăва республика Правительстви çирĕп тĕрĕслесе тăнине каланă, ку енĕпе регионта ятарлă программа та йышăнса хăварнине палăртнă. Тĕлпулу самантĕнче Чăваш Республикине федераци хыснинчен субсиди мелĕпе 56 млн. ытла пулăшу куçарассине калаçса килĕшнĕ. Çак асăннă пулăшупа ĕçсĕр тăрса юлма хăрушлăх пуррисене професси пĕлĕвне илме хушма мера йышăнма, вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтересси çине тимлĕх уйăрма палăртнă. Ыйту ытларах хулари тракторсем кăларакан завода пырса тивĕ, унта финанспа экономика лару-тăрăвĕ çăмăлах мар пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çакăн пек пулăшăва илсен, заводран 4 пин çынна вăхăтсăр ĕçрен хăтарассинчен пулăшнине асăннă ертӳçĕ.  Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕпе Ольга Голодецпа  республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре социаллă сферăна аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Ертӳçĕсем вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕ тата социаллă учрежденисен пайне тишкернĕ. Ольга Голодец палăртнă ыйтусемпе регион ăнăçлă ĕçленине, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева республикăра социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хушăвĕпе килĕшӳллĕн, социаллă хӳтлĕх пай учрежденийĕсенче хутса ăшăтмалли тапхăра еплерех хатĕрленни çинчен ятарласа тĕрĕслев ирттернине асăннă. Вĕсем яланах çирĕп тĕрĕслевре тăнине палăртнă Михаил Игнатьев. Çак кун Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн финанс Министрĕпе Антон Силуановпа та тĕл пулнă. Республикăна дотаци уйăрасси пирки тĕлпулу вăхăтĕнче калаçнă. Антон Силуанов хăйĕн сăмахĕнче Министерствăна çĕнĕ бюджетăн тĕп çул-йĕрĕсем пирки тĕллевлĕ аргументлă расчетсем тăратма ыйтнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Газпром» Правлени Председателĕпе Алексей Миллерпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ тĕлпулу самантĕнче республикăра Атăл леш енчи территорине газпа тивĕçтерессипе йышăннă программăна пурнăçа кĕртесси пирки калаçнă. Инвестици форумĕн ĕçлĕ программи вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Енрен кайнă сумлă делегаци Сочире тĕрлĕ куравсемпе паллашнă. Ку хутĕнче палăртма кăмăллă, курав çав тери пысăк пулнă. Пурĕ мероприятине  тĕнчери 40 çĕршывран 10 пин патнелле официаллă представитель хутшăннă.   Тĕплĕнрех 



05 октября 2015
10:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter