«Сочи- 2015» Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаçăн федераллă органĕсен ертӳçисемпе ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Сочи- 2015» Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисемпе тĕл пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕ Александр Ткачев кредитсем илес ĕçре патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Михаил Игнатьев Александр Ткачева Чăваш Енри ял хуçалăх пайне патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме укçа-тенкĕ калăпăшне ӳстерме витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. 2015 çулта ял хуçалăх тытăмне  федераци пулăшăвĕ 677 млн. тенкĕ ытла куçнине палăртнă, 2014 çулхипе танлаштарсан  пулăшу самай пысăк пулни савăнтарать. (156,5 процент).

Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Раççей  Федерацин суту-илӳпе промышленноç Министрĕпе Денис Мантуровпа Чăваш Енре импорта улăштарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Правительстви, промышленноç комплексĕнче тăрăшакан ертӳçĕсем импорта улăштарас енĕпе патшалăх политикине çирĕп пăхăнса пынине палăртнă. Ют çĕршывсем Раççей компанийĕсене хирĕç йышăннă суту-илӳпе экономика санкцийĕсем Чăваш Ен предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çине  хăйне евĕр витĕм кӳнине каланă. Хамăрăн тавар туса кăларакансене аталанма çĕнĕ майсем, инновациллĕ шухăшсене чăн проект шайне çитерме хушма хавхалану панине асăннă. Пирĕн пурсăмăрăн та  тĕп тĕллев - Раççее конкуренцире вăйлăрах пулма пулăшакан чи пĕлтерĕшлĕ майсенчен пĕринпе, шалти пысăк рынокпа усă курасси, ăна çĕршыв экономикин чăн секторĕсем туса кăларакан лайăх пахалăхлă таварсемпе тултарасси пулса тăнине палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Енре чылай предприяти ют çĕршыв чĕр таварне тата комплектламалли япаласене тапхăрăн-тапхăрăн Раççейри аналогсемпе улăштарас, изделисене серипе туса кăларас ĕçе пуçăннине каланă регион Ертӳçи. Хăйсем умне лартнă пур тĕллеве те пурнăçа кĕртес тесе тĕрлĕ мерăсем йышăннине асăннă. Чăваш Республикинче ятарласа «çул-йĕр карттине» йышăнса хăварнине каланă. Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăхăтра тата эффективлă татса парас тĕлĕшпе 2015-2016-мĕш çулсем валли ĕç ушкăнĕ çирĕп йĕрке пăхса хăварнă. Регионта инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ, таварсен пахалăхĕ куçкĕретех лайăх енне улшăнса пыни савăнтарать. 2014-2015-мĕш çулсенче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Раççей Федерацийĕн федераци органĕсемпе, Раççей Федерацийĕн Суту-илӳпе промышленноç министерстви, промышленноçа аталантарма пулăшакан Фонд хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси лайăх пурнăçланса пыни курăнать. Чăваш Республикинчи 15 организаци Фонд урлă патшалăх пулăшăвне илме 23 заявка тăратнă. Денис Мантуров Министр хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче импорта улăштарас патшалăх политики эффективлă ĕçленине каланă,  Чăваш Ен Фонта тăратнă заявкăсене тĕплĕн пăхса тухассине шантарнă.



05 октября 2015
09:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter