Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вӗрентекенсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн хисеплӗ педагогӗсем!

 

Уяв ячӗпе пӗтӗм чунтан саламланине йышӑнсамӑр!

Вӗрентекен профессийӗ вӑл – питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ те яваплӑ ти­вӗҫ. Ҫамрӑксем мӗнлерех пуласси, вӗсем хӑйсен вӑй-халӗпе туллин усӑ курма пул­­тарасси тата пур­нӑҫра хӑйсен вырӑнне тупасси ытларах чухне педагогика ӗҫ­ченӗсен пултарулӑхӗпе професси ӑсталӑхӗнчен килет.

Чӑваш Енри 475 шкулта 11 пин ытла вӗрентекен вӑй хурать, вӗсем 127 пин шк­ул ачине пӗлӳ параҫҫӗ. Чӑваш Республикинчи учительсем инновациллӗ вӗ­рентӳ ӗҫне хастарлӑн хутшӑнаҫҫӗ – регионта педагогикӑри ҫӗнӗлӗ­х­сене ҫул па­рас тӗлӗшпе 120 ытла пилот площадки ӗҫлет.

Вӗрентекенсен пултарулӑхри хастарлӑхне конкурссем йӗркелесе, грант­семпе стипендисен тытӑмӗ урлӑ хавхалантараҫҫӗ. Кашни ҫулах учитель­сен 40 процентне яхӑн йышӗ тӗрлӗ конкурса хутшӑнать. Юлашки ҫулсенче ҫӗршер пе­дагогика ӗҫченӗ патшалӑх пулӑшӑвне илнӗ.

Республикӑри педагогсен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхне пула пӗ­тӗм Раҫ­ҫейри шкул ачисен олимпиадин юлашки тапхӑрӗнче ҫӗнтерӳҫӗ тата призер ятне ти­вӗҫнӗ вӗре­некенсен шу­чӗ икӗ хута яхӑн ӳсрӗ. Чӑваш Енри шкулсенчен вӗрен­се тухакансен пӗ­р­­лехи патшалӑх эк­замен кӑтартӑвӗсем Раҫҫейри вӑ­там кӑ­тар­­туран пӗтӗм предметпах пы­сӑкрах, пирӗн шкулсем Раҫҫейри чи ла­йӑх пӗлӳ ҫурчӗсен йышне кӗ­реҫ­­ҫӗ.

Сире ӗҫри хастарлӑхӑршӑн, хӑвӑр тивӗҫӗре чунтан парӑнса пурнӑҫла­нӑшӑн, ач­а­­­­­с­ене тарӑн пӗлӳ илме пулӑшнӑшӑн, вӗсене хӑвӑрӑн чӗре ӑшшине панӑшӑн чун-чӗререн тав тума ирӗк парсамӑр.

Пурсӑра та пӗтӗм чунтан профессире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, вӗре­не­ке­н­семпе пӗрне-пӗри ӑнланма, ӗҫӗрпе кӑмӑллӑ пулма, ҫирӗп сывлӑх, телей тата ыр­лӑх су­натӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                 М.Игнатьев



05 октября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter