Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Светлана Енилинăна Чăваш Республикин финанс министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ

 


Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Светлана Енилинăна Чăваш Республикин финанс министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче республика Пуçлăхĕ Чăваш Енĕн финанс министрĕпе республика бюджечĕ кăçалхи çул 9 уйăхра епле пурнăçланнин ĕç кăтартăвĕсене сӳтсе явнă. Светлана Енилина министр хăйĕн сăмахĕнче республика бюджечĕн харпăрхăй тупăш пайĕ 3 процента çити ӳснине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене пурне те туллин пурнăçламаллине палăртнă. Регионта халăхсен ЖКХ валли уйăрнă субсидине, «Ĕç ветеранĕ»  ята тивĕçнисен тата ыттисен патшалăх пулăшăвĕсемпе вăхăтра усă курмаллине каланă. Хăйне пысăка хурса шаннăшăн Светлана Енилина республика ертӳлĕхне тав тунă, Чăваш Республикин Финанс министерстви умне тăратакан пур ыйтăва та эффективлă татса парассине каланă. Тĕплĕнрех



05 октября 2015
14:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter