Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сергей Димитриева Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ

 


Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сергей Димитриева Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Сергей Димитриев 2010-2015-мĕш çулсенче Чăваш Республикин ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин ертӳçи пулса вăй хунă. Кăçалтан нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи должноçре тăрăшнă. Ĕçлĕ тĕлпулу самантĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сергей Димитриевăн пысăк ĕç опычĕ пулнине палăртнă. Вăл федераци пайĕсемпе те тачă çыхăнса эффективлă ĕçлеме пĕлнине каланă. «Çĕнĕ министерство тытăмĕнче йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусем сахал мар пулма пултараççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем республикăри халăхăн кăмăл-сипет туйăмĕпе те çыхăннă. Малашне Сирĕн ветерансен çурчĕсемпе, интернатсемпе, халăха социаллă хӳтлĕх памалли пайпа та тачă çыхăнса ĕçлеме тивĕ», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май Михаил Игнатьев. Сергей Димитриев Чăваш Республикин Пуçлăхне тав тунă. Министерство умĕнче тăракан пур ыйтăва та вăхăтра тата эффективлă татса парассине каланă çĕнĕ министр. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче республикăра çитес çул Ĕç çыннин çулталăкĕ теме йышăннине аса илнĕ. Çавна май çĕнĕрен йĕркеленнĕ министерствăна çак паллă пулăма тивĕçлĕ ирттерме хушнă. Тĕплĕнрех



06 октября 2015
13:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter