Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Общество палатин председателĕпе Алексей Судленковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ


 Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Общество палатин председателĕпе Алексей Судленковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Алексей Судленков асăннă должноçре 2015 çулхи çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçланине асăннă. Калаçу вăхăтĕнче виçĕ уйăхри ĕç кăтартăвĕсем пирки ыйтса пĕлнĕ, Общество палатин малашнехи тĕллевĕсем çинчен сӳтсе явнă. Алексей Судленков хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енри Общество палати Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсемпе, федераци тытăмĕсемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленине палăртнă. Регионăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусем тавра пĕрле канашланине асăннă, тĕрĕслев те çирĕп йĕркепе пулса пынине каланă. «Халăхран ыйту самай пуçтарăнать. Ку таранччен граждансенчен килнĕ ыйтусене пĕрне те аякка сирсе хăварман, кашнинпех тивĕçлĕ хурав панă», - палăртнă ертӳçĕ. Çитес çулта Чăваш Республикин Общество палатине йĕркелесе янăранпа пилĕк çул çитнине аса илнĕ. Çак паллă пулăма асăнса регионта ĕç планне тишкерсе тухма палăртса хунă. «Чăваш Республикин Общество палати Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата Чăваш Ен Правительстви пулăшу кӳнине аванах туять. Пире ку малашне те ĕçлеме хавхалантарать. Апла пулин те эпир тĕрĕс çул-йĕрпе пыратпăр. Шанатпăр, малалла та пĕр-пĕринпе килĕшсе ăнланса ĕçлесе ăнăçусем тăвасса», - тенĕ вăл. Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Чăваш Ен Правительстви яланах халăх шухăш-кăмăлне тĕпе хурса ĕçленине, Чăваш Республикин Общество палатин сĕнĕвне шута илнине каланă, республикăра обществăлла политика лару-тăрăвĕ лайăх пултăр тесе, халăхра пуçтарăнакан ыйтусене вăхăтра ертӳçĕсем патне илсе çитерме ыйтнă, вĕсене çийĕнчех эффективлă татса пама каланă. Тĕплĕнрех



06 октября 2015
14:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter