Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сергей Шелтукова Чăваш Республикин вăй-хал культурипе спорт министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ

 


Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сергей Шелтукова Чăваш Республикин вăй-хал культурипе  спорт министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Сергей Шелтуков çак должноçе лариччен маларах Чăваш Республикин спорт министрĕн çумĕ пулса вăй хунă. Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче икĕ ертӳçĕ республикăра спорт тытăмне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Министерство умĕнче çав тери пысăк ыйтусем пулнине палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен шутне ӳстересси, профессионаллă спорта аталантарасси приоритетлă ыйтусем пулнине палăртса хăварнă регион Ертӳçи. Сергей Шелтуков хăйĕн сăмахĕнче çак должноçе шаннăшăн республика Пуçлăхне тав тунă,  Чăваш Ен Правительстви тăратакан ыйтусене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртме хатĕр пулнине каланă. Тĕплĕнрех



06 октября 2015
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter