Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Александр Иванова Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ

 


Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн – информаци политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Ивановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Унăн паха ĕç опытне кура, Михаил Игнатьев Александр Степановича малашне те Чăваш Республикин информаци полиикин министрĕ пулма сĕннĕ. Александр Иванов хăйне шаннăшăн Михаил Игнатьева тав сăмахĕсем каланă. Çĕнĕ пулас министр министерствăра ИТ-тытăмĕпе МИХсем валли конкретлă проектсем йышăнса хăварнине асăннă. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче çитес çулта республикăра пур районсемпе хуласенче те пурăнакансене те Чăваш наци теле-радио кăларăмĕсене курма пĕр пек условисем йĕркелесе памаллине каланă. Министерствăна ытларах çамрăк креативлă специалистсене явăçтарма сĕннĕ. Калаçу вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Александр Иванова  Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех



06 октября 2015
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter