Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сергей Павлова Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ

 


Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сергей Павлова Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ.  Регион Ертӳçи Сергей Павловăн пуян ĕç опычĕ пулнине палăртнă.  Унччен маларах вăл Ял хуçалăх министрĕ пулса пилĕк çул вăй хунă. Михаил Игнатьев Çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министерствине Чăваш Республикин чĕрчун тĕнчин йышне тата вĕсем пурăнакан вырăна сыхлакан, тĕрĕслекен тата йĕркелесе пыракан патшалăх службин функцийĕсем те кĕнине палăртнă. Малашнехи ĕçре çĕнĕ министра яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа саккуна пăхăнса ĕçлеме сĕннĕ. Сергей Павлов Чăваш Ен Пуçлăхне çакăн пек пысăк должноçе хăйне шаннăшăн тав тунă, Чăваш Енре çутçанталăк пуянлăхне упраса хăварассипе тăрăшса ĕçлеме шантарнă. Тĕплĕнрех



06 октября 2015
08:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter