Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Алла Самойловăна Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Самойловăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче Министрсен Кабинечĕн тытăмне реорганизациленĕ хыççăн Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пулнине каланă. Министерствăн социаллă хӳтлĕх пайне Ĕçлев министерстви çумне куçарнине асăннă.  Регион Пуçлăхĕ Алла Самойловăна çĕнĕ министерствăсемпе штатра тăмалли ĕçченсен шучĕ пирки проект тăратма хушнă. Алла Самойлова министерствăсемпе положенисен проекчĕсене хатĕрленине асăннă. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствинче штатра 45 çын ĕçлĕ, Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерствинче 74 çын йышăнса хăварма палăртса хунă. Реорганизаци хыççăн пурĕ 31 çын пушанĕ. Вĕсене ытти министерствăсене ĕçлеме вырăн тупăнасси пирки палăртнă. «Ку çав тери пăшăрхантаракан ыйту. Çынсене лăплантарма тăрăшмалла. Пурне те ĕçпе тивĕçтерме палăртнă. Кам та кам эффективлă ĕçлесе пырать, вĕсене тата та анлăрах хăйсен ĕçĕнче ĕçлеме майсем тупăнĕç", - тенĕ Михаил Игнатьев. Официаллă ĕçлĕ калаçу хыççăн  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Алла Самойловăна Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех



06 октября 2015
13:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter