Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наталья Тимофеевăна Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен Патшалăх комитечĕн председателĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ

 


Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наталья Тимофеевăна Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен Патшалăх комитечĕн председателĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче маларах Наталья Тимофеева Чăваш Республикин  пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ пулса ĕçленине палăртнă. Асăннă тытăмра сахал мар ĕç опытне вăл пухнине каланă, кулленхи ĕçре халăх тĕрĕслевне шута илсе ыйтусене вăхăтра тата эффективлă татса пама сĕннĕ. «Хамăрăн ума лартнă пур ыйтăва та вăхăта тăсмасăр, яваплăха туйса йышăнусем тума тăрăшăпăр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Наталья Тимофеева. Тĕплĕнрех



06 октября 2015
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter