Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Доброхотова Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ

 


Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  «Дорэкс» АХО директорĕпе Владимир Доброхотовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Владимир Доброхотов хăй вăхăтĕнче Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса вăй хунă, хыççăн  «Дорэкс» предприятийĕн директор тивĕçне пурнăçланă.  Асăннă организаци Шупашкарти урамсене тирпей-илем кӳртессипе ытларах ĕçлет. Михаил Игнатьев Владимир Доброхотовпа республикăри çул-йĕрсен сетне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Предприяти курăмлă ĕçлет, çулталăкне 800 млн. тенкĕ тупăш илет. Ĕç ушкăнĕ пĕр тан лайăх тăрăшать, вĕсен  2011 çултан пуçласа ĕçлекенсен шалу укçи виçĕ хут ӳснине палăртса хăварнă ертӳçĕ. Владимир Доброхотов хăйĕн сăмахĕнче предприяти кунне çĕрне пĕлмесĕр вăй хунине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Доброхотова Чăваш Республикин транспорт министрĕ пулма сĕннĕ. «Шупашкарта çурт-йĕр таврашĕсене пĕтĕмпех тирпейлесе çитерме халăха  шантарнă. Çĕнĕ Шупашкарта пурĕ 100 объект таврашĕнчи çул-йĕрсене тирпейленĕ. Тата та тирпейлеме 100 объект палăртса хунă. Кашни ĕçе çирĕп тĕрĕслесе пымалла. Ĕçĕн пахалăх шайĕ чакмалла мар. Бюджетран куçакан кашни пус Чăваш Ен халăхĕн ырлăхĕшĕн пĕтĕмпех тăкакланмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Тавах Сире, мана çак должноçе шаннăшăн. Хамран мĕн килнине пĕтĕмпех яваплăха туйса туллин пурнăçлăп», - тенĕ  Владимир Доброхотов. Калаçу вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Доброхотова Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех



07 октября 2015
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter