Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕпе Владимир Ивановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕпе Владимир Ивановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Чи малтанах регион Ертӳçи Владимир Иванова республикăн вĕренӳ министрĕн должноçне илнĕ ятпа саламланă. Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Иванов Владимир Николаевича Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче алă пуснă. Ун чухне шăпах та, Владимир Иванов Мускавра ĕçлĕ визитпа пулнă. Ертӳçĕсем Раççейри çулталăк учителĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕ пирки канашланă. «Пирĕн регионтан Мускава сумлă делегаци кайнă: чи ăста  10 педагог. Уяв питĕ пысăк шайра иртрĕ.  Мускавра савăнăçлă уявра Чăваш  Республикинчи Улатăр хулинчи 6-мĕш гимназире ĕçлекен Ирина Львова темиçе çул каялла учительсем çинчен шăрçаланă сăвăран хывнă илемлĕ юрă янăрарĕ», - тенĕ министр. Михаил Игнатьев сăвă авторне пысăка хакланă, ырласа тав сăмахĕсем каламаллине палăртнă. Çитес çул çак юрă  учительсен республикăра ирттерме палăртнă конкурсра та янăрассине пĕлтернĕ министр. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе вĕренӳ министрĕ регионта вĕрентӳ пайне аталантарассипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Тĕплĕнрех

 



07 октября 2015
16:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter