Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин çĕнĕ йышĕпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 


 Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  республика Правительствин çĕнĕ тытăмĕпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Чи малтанах Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пĕрремĕш тытăмĕнче ĕçленисене тав сăмахĕсем каланă. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ята Вадим Ефимова парса чысланă. Вадим Ефимов хăйне пысăка хурса хакланăшăн пурне те ырăпа асăнса хирĕçле тав тунă. «Эпир яланах Сирĕн пулăшăва туйнă, культура ыйтăвĕсене татса парас ĕçре витĕм кӳнĕшĕн уйрăмах пысăк тав», - тенĕ вăл калаçăва малалла тăснă май. Анатолий Кузьмина, Сергей Мельникова тата Владимир Филиппова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехет парса хисеп тунă. Михаил Игнатьев пухăннисем умĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин  каланă сăмахсене аса илнĕ. Çĕршыв ырлăхĕшĕн икĕ хут ытларах пурин те тăрăшса ĕçлемелле тенĕ вăл. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн икĕ çумĕ пулнине палăртнă. Вĕсенчен пĕри Алла Салаева – вăл социаллă ыйтусене тĕрĕслесе тăракан пулĕ, тепри Михаил Резников – вăл вара республикăн экономика пайĕшĕн пĕтĕмпех явап тытĕ. «Малтанхи тытăмри министрсенчен ытларах пайĕ хăйсен вырăнĕнчех юлнă. Эсир эффективлă ĕçлени куçкĕретех. Малашне те тухăçлă ĕçлессе шанатăп», - тенĕ  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем умне стратегиллĕ тĕллевсем тăратнă. «Малалли çулсем çăмăлах мар. Йывăрлăхсене вара ĕçлеме пĕлекенсем çеç парăнтарма пултарĕç», - тенĕ вăл. «Пурин те хар тăрса регионăн экономикине çирĕплетессишĕн вăй хума тивĕ. Медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ, çул-йĕрсем, тавралăха тирпей-илем кӳртес ыйтусем те кун йĕркинчех пулĕç.  Çитес çулсенче республикăн экономикине 250 млрд. тенкĕлĕх инвестици хывмалла, мĕнпур предприятисене модернизацилемелле, 20 пин ытла çынсене валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлемелле. Ĕç укçин шайĕ те пысăк пулмалла. Чăваш Республикинче промышленноç секторне вăйлатмалла. Çаксем калама çук пысăк тĕллевсем, анчах та вĕсене эпир пурсăмăр та пĕрле тăрăшса ĕçлесен пурнăçлама пултаратпăр», - тенĕ регион Ертӳçи. «2020-мĕш çулсем тĕлне республикăри пур районсемпе хуласенче те çамрăксене валли çĕнĕлле ĕçлеме пĕлекенсен пултарулăхне аталантарма май паракан центрсем пулмалла. Çак палăртнă çулсем тĕлне тата 3 индустри паркĕ хута каймалла, унтах инфратытăма аталантармалла. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанса пыма тĕрлĕ майсем йĕркелесе памалла. Çитес пилĕк çул хушшинче таварсен калăпăшĕ 30 процент ытла хăпармалла», - тенĕ Ертӳçĕ калаçăва малалла тăснă май. Раççей Федерацийĕн Правительствин Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев та хăйĕн докладĕнче «Сочи-2015» Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумĕнче бизнеса ытларах витĕм кӳме тăрăшмаллине, вĕсем халăха валли ĕç вырăнĕсем хатĕрленине уйрăммăн палăртса каланă.«Партнерсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелле, халăх тăратнă пур ыйтăва та туллин татса памалла. Раççейĕн, Чăваш Енĕн çутă пуласлăхĕшĕн, ырлăхĕшĕн пирĕнтен кашнин таса чунпа, яваплăха туйса ĕçлемелле», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Тĕплĕнрех



07 октября 2015
15:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter