Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Владимир Филипповпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшуçи пулма уйăрса лартни çинчен калакан хушăва алă пусса çирĕплетнĕ

 Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан  Владимир Филипповпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Министр тивĕçĕсене пурнăçлаканăн паха ĕç опытне кура, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшуçи пулма сĕннĕ, пысăк хăвăртлăхпа çӳретме ирĕк паракан чукун çул объектне хута ярассипе çыхăннă ыйтусене тата ытти ĕçсене çирĕп тĕрĕслесе тăма сĕннĕ. Владимир Филиппов регион Ертӳçин сĕнĕвĕпе килĕшнĕ. Калаçу вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Филиппова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшуçи пулма уйăрса лартни çинчен калакан хушăва алă пусса çирĕплетнĕ. 



07 октября 2015
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter