Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Константин Геннадиевич Яковлева Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ

 


Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕпе, Тутарстан Республикинчи Чăваш наци культура автономийĕн  Канашĕн председателĕпе Константин Яковлевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Константин Яковлева Чăваш Республикин культура министрĕ пулма сĕннĕ. Çĕнĕ должноçре унăн сахал мар ыйтусене татса пама тивнине асăннă. Вĕсем: культура пайне, агротуризма аталантарасси тата ыттисем те. Чи кирли паянхи пурнăç таппинче тĕрлĕ халăхсен культурине упраса вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлессине палăртнă Михаил Игнатьев. Константин Яковлев Михаил Игнатьева тав сăмахĕсем каланă, Чăваш Енĕн халăх ырлăхĕшĕн савăнсах ĕçлеме хатĕр пулнине палăртнă пулас ертӳçĕ. «Маларахри должноçре эпĕ чăвашсемпе тутарсен ыйтăвĕсене пĕр тан яланах татса пама тăрăшнă. Шанатăп, манăн ĕç опычĕ Чăваш Республикишĕн усăллă пуласса», - тенĕ вăл калаçăва малалла тăснă май. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьева пулас ертӳçĕне эффективлă ĕçлеме сĕннĕ. Калаçу вĕçлес умĕн, регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Константин Геннадиевич Яковлева Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан пулма уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ.   Тĕплĕнрех

 



07 октября 2015
14:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter