Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупцине хирĕç кĕрешекен Координаци канашĕн анлă ларăвне ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупцине хирĕç кĕрешекен Координаци канашĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркинчи çивĕч ыйтусенчен пĕри  пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарас ĕçре патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтернĕ вăхăтра коррупци ĕçĕнчен асăрханасси тата ыттисем те. Чăваш Республикин прокурорĕ Сергей Легостаев хăйĕн докладĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ чухне тĕл пулакан кăлтăксем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Калăпăр, Чăваш Республикин Экономика министерстви информацисен тытăмĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтернисем пирки, реестра кĕртме ятарласа тытăм хатĕрленĕ. Патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансен çак пулăшусемпе усă курмалла. Анчах та кăлăхах, уйрăм муниципалитетсенче çак ĕçе пачах та йĕркелесе пыманни сисĕнет. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче предпрнинимательсен сферине патшалăх сахал мар пулăшу кӳнине палăртнă, 2013-2015-мĕш çулсенче республика тата федераци хыснинчен ку енĕпе бизнеса пулăшас тĕллевпе пурĕ 1 млрд. 584 млн. тенкĕ уйăрнă. Пур ыйтупа та хуравĕсене Чăваш Республикин Экономика министерствин сайтĕнче вуласа пĕлме ирĕк пулнине асăннă министр. Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче предпринимательсене патшалăх парса тивĕçтерекен укçа-тенкĕне уйăрас пирки çирĕп йĕрке пуррине, енчен те предпринимательсем пулăшусемпе тĕллевлĕ, эффективлă усă курмасан, вĕсен укçа-тенкĕне каялла бюджета тавăрса памалли пирки те йĕркене çирĕплетсе хăварнине палăртнă. Чăваш Республикинчи суту-илӳпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин хăйĕн докладĕнче «Ĕçлев культури» программăна сӳтсе явма тăратнă. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă хыççăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри предпринимательсене хăйсем çине илнĕ яваплăха пĕлсе туллин тивĕçтернипе тивĕçтерменнине пур структурăри ертӳçĕсене те çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă.  «Енчен те предпринимательсем эффективлă хăйсен ĕçне пурнăçласа пыраççĕ пулсан, вĕсене пулăшу кӳме тăрăшмалла. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – бюджет укçине унталла-кунталла никама та салатса пĕтерме ирĕк памалла мар. «Паллах, предпринимательсен пурин те хăйне евĕр тĕллев – тупăшлă ĕçлесе пырасси, анчах та вĕсен хăйсем çине илнĕ пур ĕçе те яваплăха  туйса таса чунпа, саккуна пăхăнса ĕçлемелле», - тенĕ ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май регион Ертӳçи. Ларăва пухăннисем Çĕрпӳ район администрацийĕн коррупцине хирĕç кĕрешсе йĕркелесе ирттернĕ ĕçĕсене тишкерсе тухнă. Обществăра çак киревсĕр ĕçрен пăрăнассипе ятарласа хатĕрленĕ МИХсенчи материалсем пирки канашланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев хăйĕн докладĕнче халăхсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнас ĕçри йĕрке пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Тишкерӳ тунă хыççăн, çакă паллă пулнă: Элĕк, Патăрьел, Куславкка, Муркашпа Шупашкар районĕ тата Шупашкар хула администрацийĕсен официаллă сайчĕсенче «Коррупцине хирĕç тăни» пайра «хĕрӳ линисен» ятарлă телефон номерĕ те электронлă почта адресĕ те пулманни пăшăрхантарать. Вăрнар, Куславкка, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенче тата Шупашкар хулинче халăхсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнма «хĕрӳ лини» йĕркелени пирки ятарлă уйăрса лартнă çынсем пачах та кун пирки хыпар çинчен пĕлменни чуна ыраттарать. Тата тепĕр кăлтăк та тупса палăртнă: Элĕк, Патăрьел, Вăрнар районне тата Çĕмĕрле хула администрацине «хĕрӳ лини» телефонпа шăнкăравласан специалистсем телефона  пачах та тытман. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев çак кăлтăксене кĕске вăхăт хушшинче йĕркене кĕртме асăрхаттарса хăварнă.     Тĕплĕнрех



08 октября 2015
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter