Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçипе Юрий Васильевпа тата Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕпе Николай Маловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçипе Юрий Васильевпа тата Пĕтĕм Раççейри  «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕпе Николай Маловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çулта суйлавра пĕтĕмпе 3746 депутат суйланине асăннă. Республикăри 26 район тата хула округĕсенче çĕнĕрен вырăнти депутатсен Пухăвĕн председателĕсене - 12 пуçлăха суйласа лартнă. Малашлăхра районпа хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене суйламалли хĕрӳ тапхăр пуçланнă. Михаил  Игнатьев кандидатсем çинчен хыпарсене уçăмлă пулмаллине асăннă. Юрий Васильев республикăра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелес ĕçпе лару-тăру аван пулнине шантарса каланă. «Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче регионта суйлав иртрĕ. Паянхи кун тĕлне мĕнпур муниципалитетсенче вырăнти депутатсен пĕрремĕш пухăвĕсем пулса  та иртнĕ. Вĕсенче хуласемпе районсен пуçлăхĕсене суйланă, малалла администрацисен пуçлăхĕсене конкурс витĕр суйласа лартĕç», - тенĕ вăл.  Сăмаха май 26 муниципалитетран 7-шĕнче администраци пуçлăхĕсене уйăрса лартни çинчен калакан контрактăн вăхăчĕ иртмен, çавăнпа та 19-шĕнче çеç конкурс иртĕ. Конкурс комиссийĕн членĕсем кандидатсене çирĕп пăхса тухса, эффективлă ĕçлеме пĕлекенсене суйласа лартĕç. Калаçу вăхăтĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пирки те сăмах пуçарнă. Чăваш Енре пурĕ 284 ял поселенийĕ тата 7 хула округĕ, вĕсенчен 62-шĕнче администраци пуçлăхĕсем хăйсемех юлнă. Мĕншĕн тесен, вĕсен контракт çырнă ĕç хучĕн тапхăрĕ вĕçленмен-ха. Ялсенче çĕнĕрен суйланнă депутатсемпе пухусем иртнĕ, çĕнĕ йышпа конкурссем ирттермелли куна тата вăхăта палăртнă.    Паянхи кун тĕлне 220 поселенире депутатсен пухăвĕсене ирттернĕ.  Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов хăйĕн сăмахĕнче республикăра суйлав саккунпа килĕшӳллĕн питĕ йĕркеллĕ иртнине асăннă. «Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене ертӳçĕсене суйлас ĕçе политикăна куçарса ямалла мар. Çын кирек епле партире тăрать пулин те, чи малтан вĕсен ĕçлеме пĕлнине, яваплăхне, профессионализмне шута илме тăрăшмалла», - тенĕ  вăл.  Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сити-менеджерсене суйласа лартнă чухне чи çирĕп те хастар, халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакансене суйламаллине каланă.

 Тĕплĕнрех



08 октября 2015
14:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter