Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускав, Тĕп регион тата Чăваш Ен муфтийĕпе, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕпе Альбир Кргановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


 Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускав, Тĕп регион тата Чăваш Ен муфтийĕпе, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕпе  Альбир Кргановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Михаил Игнатьев муфтине пĕрле килĕшсе ĕçленĕшĕн тав тунă, Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ тĕн халăхĕ хăйсене пурте лайăх туйнине, ăнланса килĕштерсе пурăннине палăртнă, малашне те çак килĕшӳ упранса пырассине çирĕппĕн каланă. Альбир Крганов Мускав, Тĕп регион тата Чăваш Ен муфтийĕсен, Раççей Федерацийĕн Общество палатин ячĕпе Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма суйлавра халăх хапăл тусах суйланăшăн чĕререн саламланă. «Эпĕ хам та суйлавра Раççей Федерацийĕн граждан тивĕçне пурнăçларăм. Чăваш Енре халăх суйлава активлă кайнине хам куçпа  курса ĕнентĕм. Эпĕ сахал мар халăхпа тĕл пулса пупленĕ, Сире халăх питĕ хытă шанать. Чăннипех те, юлашки çулсенче Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç услови шайне ӳстерсе пырассишĕн сахал мар ĕçленĕ. Çынсем çакна пĕтĕмпех пĕлеççĕ, Сирĕн пулăшăва туйса пурăнаççĕ», - тенĕ муфти. Сăмаха май, республикăри мăсăлмансен пĕрлешĕвĕн ĕçĕ пирки, нумаях пулмасть Варшавăра пулнă пухăва кайса килни çинчен те регион Ертӳçине каласа кăтартнă. Тĕплĕнрех 



08 октября 2015
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter