Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Трактор завочĕсем» концерн ертӳçисемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


 Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Трактор завочĕсем» концерн генеральнăй директорĕпе–президенчĕпе Михаил Болотинпа тата   «Агромашхолдинг» АХП директорсен канашĕн председателĕпе, «Трактор завочĕсем» концерн вице-президенчĕпе Наталия Партасовăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ĕçлĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Михаил Резников тата Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă. Тĕлпулу вăхăтĕнче заводăн шăпи, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинчен, предприятийĕн финанспа экономика лару-тăрăвĕ пирки канашланă. Концерн ертӳçисем паянхи куна  таварсене заказ тăвас текенсен шучĕ сахал мар пулнине, вĕсем патĕнче калăпланакан таварсене рынокра кулленех ыйтнине, анчах та вара таварсене калăплама тĕрлĕ хатĕрсем çителĕксĕр пулнине каланă. Стратегиллĕ партнерсем «РЖД», «АЛРОССА» организацисем тата ыттисем те инвестициллĕ программа йышне пĕчĕклетнине асăннă. Предприятийĕн тупăш пайĕ сахалланнине кура, халăха ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтерменнине, ĕç кунĕн виçине пĕчĕклетнине, парăмсен шучĕ хăпарсах пынине палăртнă. Михаил Болотин хăйĕн сăмахĕнче кредитсемпе çыхăннă ыйтусем пирки чарăнса тăнă.  Экономика лару-тăрăвĕ çивĕчленнине кура, Михаил Игнатьев йывăр кризисран тухмалли тĕрлĕ майсем шырамаллине каланă, май килнĕ таран витĕм кӳме хатĕр пулнине палăртнă Михаил Игнатьев. Ял хуçалăх техникипе çыхăннă ыйтусемпе 2016 çул пуçламăшĕнче федераци шайĕнче Правительство ларăвĕ иртесси пирки пĕлтернĕ. «Уна валли çав тери тĕплĕн хатĕрленмелле, ыйтусене палăртса хумалла», - тенĕ регион Ертӳçи. Тĕплĕнрех

 



08 октября 2015
11:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter