Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин строительство министрĕпе Олег Марковпа тата Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин строительство министрĕпе Олег Марковпа тата Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче республикăра районсемпе хуласенче хĕллене хутса ăшăтмалли тапхăрта объектсене еплерех хатĕрлесе çитернипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев уйрăм пĕчĕк районсенче нумай хваттерлĕ çуртсенче ăшăпа тивĕçтерес ыйту çивĕч тăнине палăртнă. «Регионта пур социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене, халăха пĕр вăхăтра ăшăпа тивĕçтерме тĕллев лартнă пулнă», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Регион Ертӳçи Чăваш Республикин строительство министрĕн тата Шупашкар хула пуçлăхĕн доклачĕсене итленĕ.  Олег Марков пĕлтернĕ тăрăх, хутса ăшăтмалли тапхăра графикпа килĕшӳллĕн пурнăçа кĕртнĕ. Республикăра çак ĕçе чи малтан Канаш, Муркаш, Çĕрпӳ,  Шупашкар, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай районĕсем тата Канаш, Шупашкар хулинче тытăннă. Чи  кайран, юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Элĕк районĕпе Çĕмĕрле хули пурнăçланă. Юпа уйăхĕн 9-мĕш тĕлне асăннă ыйтупа 96,4 процент чухлĕ объектсене тивĕçтернĕ.  Вăрнар, Йĕпреç, Куславкка, Каçал ен, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай районĕсем тата Улатăр, Канашпа Çĕмĕрле хулисем  паянхи кун тĕлне 100 процент таран халăха ăшăпа тивĕçтернĕ.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене чи сахал ăшăпа тивĕçтернĕ Патăрьел районĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче хулара уйрăм районсенче хăш-пĕр нумай хваттерлĕ çуртсене ăшă çитменнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăлтăка пĕр кун хушшинче йĕркене кĕртсе пĕтерме хушнă. Яваплă çынсен кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшмалла. Калаçу вăхăтĕнче газшăн пухăнса кайнă парăм пирки те сăмах пуçарнă, вăл 798 млн.тенкĕне çитнĕ. Хальхи самантра муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче парăма тавăрса парассипе графика çирĕплетес ĕç хĕрӳ пынине палăртнă министр. Тĕплĕнрех



09 октября 2015
16:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter