Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕпе Андрей Александровпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕпе, Чăваш Республикин аслă пĕлӳ паракан вĕренӳ заведенийĕсен ректорĕсен канашĕн председателĕпе Андрей Александровпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче вĕренӳ учрежденийĕсен экономика пайĕшĕн пĕлтерĕшлĕ предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки ыйтусем тавра канашланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче республикăра вĕренӳ пайне пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă, аслă пĕлӳ илнисене ĕçе вырнаçтарас ыйту актуаллă пулнине каланă, абитуриентсене экономикăшăн кирлĕ профессисем пирки тăтăшах пĕлтерсе тăмаллине палăртнă. Михаил Игнатьев  И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ çирĕп ăс паракан учреждени пулнине асăннă. Университет республикăри промышленноç предприятийĕсемпе те тачă çыхăнса ĕçлени куçкĕретех, паянхи рынок валли  те хатĕр специалистсене вĕренсе кăларать. «Эпир тăратнă ыйтусене эсир яланах шута илетĕр. Республикăра хими кластерне аталантарса пыма кадрсене хатĕрлетĕр», - тенĕ регион Ертӳçи калаçăва малалла тăснă май. «Нумаях пулмасть И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра çĕнĕ кафедра уçăлчĕ. Кун пек кафедра çĕршыври хăш-пĕр вузсенче çеç пур. Кунта вĕренекенсем тĕрлĕ трактор, машина хатĕрĕсем пирки тĕпчесе вĕренеççĕ», - тенĕ ректор. Михаил Игнатьев  университет ĕçченĕсем  нумаях пулмасть Китая кайса килни пирки ыйтса пĕлнĕ. Китайра Чӑваш Ен кунӗсем иртнӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенӗсем Аньхой ялӗнчен таврӑннӑ. Сӑмах май, ЧПУра Аньхой кунӗсем пӗлтӗр иртнӗ. ЧПУ ректорӗ каланӑ тӑрӑх, кун пек тӗлупулусем культура тата туризм проекчӗсене шухӑшласа кӑларма пулӑшаҫҫӗ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев китай партнерĕсен паха  ĕç опытне вĕренмеллине палăртнă. Тӗплӗнрех



09 октября 2015
14:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter