Чăваш Республикин сумлă делегацийĕ Мускавра «Ылтăн кĕркунне» Раççейри агропромышленноç комплексĕн ятарлă куравĕнче

Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Мускавра «Ылтăн кĕркунне» Раççейри агропромышленноç комплексĕн ятарлă куравĕ пуçланнă.  Чăваш Республики агрофорума хутшăнса кашни çул темиçе хут та хисепе тивĕçсе пысăк наградăсене илнĕ. Ку хутĕнче Мускава курава Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Михаил Резников йĕркеленĕ сумлă делегаци кайнă.  Вĕсем шутĕнче: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Павлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн  Председателĕн çумĕ Олег Мешков, регионти агропромышленноç секторĕнче тăрăшакан ертӳçĕсем.  Паллă курава Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев уçнă. Çĕршывра экономика лару-тăрăвĕ çăмăлах мар тăнине кура, ял хуçалăх тытăмне витĕм кӳресси приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăнине асăннă. «Çитес çул ял хуçалăх пайне бюджетран 237 млрд. тенкĕ пăхса хăварнă. Эпĕ хушу панипе çитес çул валли çак укçа-тенкĕне уйăрмллине шăпах та йышăнса хăварнă. Чăннипех те ялта пурăнакансемшĕн çак пысăк пулăшу пулĕ», - тенĕ хăйĕн докладĕнче Премьер-министр.  Ĕçлĕ программăн пур пайĕнче те Чăваш Республикинчен кайнă сумлă делегаци хутшăннă. Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунӗ  тĕлне халалласа ирттернĕ савăнăçлă пысăк уявра та пулнă. Мероприятире регионти паллă пысăк предприятисем хăйсен таварĕсене тăратнă. Вĕсем: «Юрма» агрохолдинг, Вăрнарти сĕт-çу, аш-какай комбиначĕ, «АККОНД», «Ольдеевская» агрофирма, çĕрулмипе хăмла тирпейлекенсем те хăйсен паха çимĕçĕсене курава илсе кайнă. Чăваш Республикинчен кайнă делегаци Мускавра Раççей Ял хуçалăх министерствин ертӳлĕхĕпе: министр çумĕсемпе Евгений Громыкопа тата Елена Астраханцевăпа,    департамент директорĕсемпе Анатолий Куценкопа, Елена Метельковăпа, Данил Путятинпа, Владимир Тимофеевпа, Петр Чекмаревпа тĕл пулса канашланă. Ертӳçĕсемпе Чăваш Республикинче ягропромышленноç комплексне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Палăртса хăваратпăр, пирĕн çĕршывшăн агропромышленноç форумĕ чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланать. Кунта пĕр-пĕрин пуян опычĕсемпе паллашаççĕ, çитĕнĕвĕсем пирки каласа параççĕ, çыхăнусене çирĕплетеççĕ. Кăçал «Ылтăн кĕркунне» уява виçĕ кун ирттерме палăртнă, юпа уйăхĕн 8-11-мĕш кунĕсенче. Форума çĕршывсенчен пурĕ  2500 предприяти хушăнма кăмăл тунă, планпа килĕшӳллĕн 50 мероприяти йĕркелесе ирттерме палăртнă. Тĕплĕнрех



09 октября 2015
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter