Раççей Правительствин Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев Федераци субъекчĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей Федераци Правительствин Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев Федераци субъекчĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ. 2016-2025-мĕш çулсем валли пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсене ытларах хута ярасси çинчен калакан программăна пурнăçа кĕртес ыйтупа ирттернĕ канашлăва регион Ертӳçи Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, Чăваш Енĕн вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов хутшăннă. Раççей Федераци Правительствин Председателĕ хăйĕн сăмахĕнче çĕршывра çĕнĕ шкулсене хута ярас ыйту, демографи лару-тăрăвĕ юлашки çулсенче лайăхланса пынипе çыхăннине асăннă. Палăртма кăмăллă, 2015 çулта пĕрремĕш класа 145 пин ача ытларах 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан пĕлӳ пухма парта хушшине ларнă. Тата та тепĕр 10 çултан шкул ачисен хисепĕ 3,5 миллиона та çитме пултарать. Программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пурĕ виçĕ триллион тенкĕ палăртса хунă, вĕсенчен икĕ триллионĕ федераци хыснинчен куçассине пĕлтернĕ. Программăна икĕ тапхăрпа пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă. Шкулсенче ăçта виçĕ сменăпа ачасем вĕренеççĕ, чи малтан унта хăвăртрах çĕнĕ шкул хăпартса ларма палăртнă.  Шкулсене хута янă чухне ытларах пурлăхпа техника бази çине тимлĕх уйăрмаллине каланă. «Енчен те ачасене пахалăхлă пĕлӳпе тивĕçтерес тетĕр пулсассăн, шкулăн пурлăхпа техника бази пуян пулмалла», - тесе çирĕппĕн каланă Раççей Федераци Правительствин Председателĕ.  Юлашки çулсенче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн витĕмĕпе сахал мар регионсенче вĕренӳ пайне модернизациленине асăннă. Ача сачĕсемпе çыхăннă ыйтусене тĕпрен татса панă. Регионсенче çĕнĕ шкулсем хута ярас тĕллевпе харпăрхăй программине йышăнса хăварассипе ĕçе çивĕчлетмеллине каласа хăварнă. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикинче шкул çулне çитмен вĕренӳ пайне модернизацилес программăна туллин тивĕçтернĕ. Республикăри нумай районсемпе хуласенче ачасем çулталăк çурăна çитсенех ача садне çӳреме пуçлаççĕ, кăтарту куçкĕретех пурне те савăнтарать. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова та çакнах çирĕплетсе хăварнă. Раççейри регионсем хушшинче ача сачĕсене хута ярас ĕç кăтартăвĕпе Чăваш Республики малтисен шутĕнче пулнине палăртнă. Юлашки пилĕк çул хушшинче регионта пурĕ пиллĕк шкул хута янă. 2015-мĕш çулта Каçал ен районĕнче Элпуç ялĕнче шкул çуртне хăпартма пуçланă. Чăваш Республикин патшалăх программипе килĕшӳллĕн 2012-2020-мĕш çулсем тĕлне регионта пурĕ 18 шкул хута яма палăртнă. Чăваш Енре пурĕ кăçал 125 пин ача парта хушшине ларнă, вĕсенчен 6 проценчĕ ытла иккĕмĕш сменăна шкула вĕренме çӳрет. Видеоканашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин вице-премьерĕпе Алла Салаевăпа, Чăваш Енĕн вĕренӳ министрĕпе Владимир Ивановпа тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕпе Николай Маловпа çĕнĕ шкулсене хута ярассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.  Программăна хутшăнма кирлĕ пек ĕç хучĕсене вăхăтра хатĕрлесе тăратма хушнă Михаил Игнатьев. Муниципалитетсенче çĕрсемпе çыхăннă ыйтусене те çийĕнчех татса пама каланă. Тĕплĕнрех



10 ноября 2015
17:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter