ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ кăçалхи 10 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ

Районти полици пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, çулçÿревĕн йĕркисене пăхăннине тивĕçтерес, терроризма тата ытти сиенлĕ пулăмсене хирĕç тăрас тĕллевпе ĕçлесе пыраççĕ: час-часах профилактика мероприятийĕсем йĕркелеççĕ, тĕрлĕ тапхăрта рейдсемпе операцисем, акцисем ирттереççĕ. Пире йывăр та яваплă ĕçре право сыхлавĕн ытти органĕсем, вырăнти хăйтытăмлăх ĕçченĕсем, çынсем пысăк пулăшу параççĕ. Комплекслă мерăсене пурнăçа кĕртсе пыни районти криминаллă лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслеме май парать - çынсене вĕлернĕ, уголовнăй майпа айăпламалли хулиганла ĕçсем пулман, массăллă мероприятисене ирттернĕ чухне инкексем сиксе тухман. Çавăн пекех пĕтĕм йывăр преступленисене уçса парассипе, пурлăха вăрлассипе, шульăксемпе çыхăннă ирсĕр тĕслĕхсене тупса палăртассипе те ăнăçлă ĕçленĕ. Анчах та преступнăç шайĕ çав-çавах ÿссе пыни хумхантарать. Кăçалхи 10 уйăхра 91 е иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 9 преступлени ытларах регистрациленĕ. Уйрăмах Елчĕк, Лаш Таяпа, Аслă Таяпа, Курнавăш, Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче лару-тăру кăткăсрах - вĕсенче преступленисен шучĕ ÿснĕ. Çакă асăннă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене малашне профилактика ĕçĕсене тата та анлăрах сарма кирлине палăртать.

Регистрациленĕ 85 преступленине /95,5 процент/ уçса панă.

Тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем преступленисене уçса парас енĕпе пысăк пулăшу кÿреççĕ. «Хăрушсăр муниципалитет йĕркеленĕвĕ» тата право йĕркисене пăсассине сирсе ярас енĕпе йышăннă программăсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Район территорийĕнчи обществăлла вырăнсенче 15 видеокамера вырнаçтарнă. Çавăн пекех предприятисемпе организацисенчи, уйрăм çынсен хуçалăхĕсенчи пурлăха сыхлас, йĕркелĕхе çирĕплетес енĕпе вырнаçтарнă 579 видеокамера та пирĕн ĕçре пысăк пулăшу парать. Çавăнпа малашне те çак енĕпе тăрăшни вырăнлă тесе шутлатпăр.

Экономикăри преступленисем - уйрăм тема. Кăçал çакăн йышши 9 преступленине тупса палăртнă, вĕсенчен 3-шĕ коррупци сĕмĕллĕ. Коррупци тенĕрен, çÿлерех асăннă цифра пысăк мар, çапах та ку енĕпе те тимлĕхе ÿстермелле, коррупципе кĕрешес енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.

Отчетлă тапхăрта иртнĕ çулсенче тунă 4 преступленине тупса палăртнă. Ку енĕпе ĕç малалла пырать.

Кăçалхи 10 уйăхра право йĕркисене пăснăшăн 1106 административлă протокол хатĕрленĕ. Çакă иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 30 процент сахалрах. Административлă йĕркене пăхăнманшăн айăплисене 1,4 миллион ытла тенкĕлĕх штрафланă.

Ял тăрăхĕсенче профилактика канашĕсем ĕçлеççĕ. Районти халăх дружининчи 59 çын та обществăлла вырăнсенчи йĕркелĕхе сыхлама хутшăнать. Право йĕркисене пăсма хăтланнă 113 çынна профилактика учетне тăратнă.

Отчетлă тапхăрта çул çинчи аварисен, вĕсенче инкек тÿснисен йышне чакарма май килнĕ. Кунта та профилактика ĕçĕсене пурнăçласа пыни пысăк витĕм кÿнĕ: час-часах тĕрлĕ рейдсем ирттереççĕ, автотранспорт хатĕрĕсемпе усă куракан предприятисемпе организацисенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче, массăллă информаци хатĕрĕсенче пропаганда ĕçĕсене туса пыраççĕ. 2 автохуçалăха тĕрĕслесе 10 предписани пани те çулсем çинчи инкексене чакарма май пачĕ.

Полици пайĕ умне лартнă тĕллевсемпе требованисем пысăк. Çапах та вĕсене малашне те тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пырăпăр.

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсен кунне паллă тăватпăр. Çак уяв ячĕпе сотрудниксене, вĕсен çемйисене, шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсене ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу, çитĕнÿ, çемьере килĕшÿпе татулăх сунатăп.

А.ПЕТРОВ,
районти полици пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.



10 ноября 2015
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter