Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячĕпе саламлани

Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Полицейскисен умӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллев тӑрать – обществӑри йӗр­ке­лӗхе тата патшалӑх хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси. Пра­вӑна сыхлакан органсене шӑпах ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗршыва чунтан савакан чӑн-чӑн патриотсем ӗҫлеме килеҫҫӗ.

Ҫакна кӑмӑлтан палӑртма пултаратӑп: Шалти ӗҫсен министерствипе ве­домствӑсем хушшинче тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси пирӗн паян лайӑх шайра йӗр­ке­лен­нӗ. Пӗр-пӗринпе ҫакӑн пек усӑллӑ хутшӑнса ӗҫленине пула криминаллӑ ла­ру-тӑрӑва ҫирӗп­пӗн асӑр­­хаса тӑма, социаллӑ-политикӑпа тата тӗнпе ҫы­хӑннӑ хирӗҫ­ӳллӗ лару-тӑруран сыхланма май килет.

«Хӑрушлӑхсӑр хула» программа шайӗнче Чӑваш Ен террито­ри­йӗнчи ха­лӑх йышлӑ пулакан вырӑнсенче паян 10 пин ытла видеосӑнав камери выр­наҫтарнӑ. Республика тӗп хулинче вара хальхи вӑхӑтра вӗренӳ учреж­дени­йӗсене тата картишсене компактлӑ хатӗрсемпе тивӗҫтерес ӗҫ пырать.

Правӑна сыхлакан органсен ӗҫ-хӗлӗнче ҫамрӑксемпе ӗҫлесси те паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрать. «Полици тата ачасем», «Ачасен сывлӑхӗпе хӑруш­сӑрлӑхӗшӗн», «Полици ачалӑх хуралӗнче», «Питӗ лайӑх полицейски» акцисем тӑтӑшах иртеҫҫӗ. Ҫакӑ ҫитӗнекен ӑру ҫине палӑрмаллах витӗм кӳрет: Чӑваш Енре сывӑ пурнӑҫ йӗркине тата спорта кӑмӑллакансен шучӗ ҫулран-ҫул ӳсет, ҫамрӑксен кӑсӑкланӑвӗсем те улшӑнаҫҫӗ.

Пирӗн регионта полицейскисем пӗлтерӗшлӗ мӗнпур мероприятиех хут­шӑнаҫҫӗ. Ытларах чухне ҫавна пула республика Европа тата тӗнче шайӗнчи спорт ӑмӑр­тӑвӗсене чи ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттерет, сумлӑ хӑнасене йы­шӑнать, республикӑра пурӑнакан­сен тата хӑнасен социаллӑ кӑмӑл-туйӑмне ла­йӑх­лат­ма пулӑшакан массӑллӑ уявсем йӗркелет.

Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсене, ветеранӗсене тивӗҫе тата при­сягӑна чунтан парӑннӑшӑн, ҫынсемпе евӗк пулнӑшӑн, ӗҫри ӑста­лӑх­шӑн тата тӗл­левсене пурнӑҫланӑ чухнехи оперативлӑхшӑн, паттӑрлӑхпа хӑю­лӑх­шӑн пӗ­тӗм чунтан тав тӑватӑп.

Сире чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм тата хӑвӑр вӑя шанма сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин

     Пуҫлӑхӗ                                                                                        М.Игнатьев



10 ноября 2015
13:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter