Чăваш Республикинче терроризма хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

 


Чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикинче терроризма хирĕç кĕрешекен комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче çĕршыври граждансен канăçлăхне тата наци хăрушсăрлăхне террорла идеологи сарăлни йывăрлăх кăларса тăратма пултарнине асăннă. «Чăваш Ен  пĕр тан лайăх аталанса пыракан тăнăçлă регион, анчах та çакă пире лăпланса лармаллине пĕлтермест, ыйтăва пур-пĕрех çивĕч тĕрĕслеве илмелле. Уйрăмах юлашки вăхăтра тĕнчере пулса иртекен лару-тăрăва пăхас пулсассăн. Терроризма хирĕç кĕрешессипе пур енĕпе те эффективлăха ӳстерсе пымалла. Ку пирĕн яваплă ĕç», - тенĕ вăл. Ларура пухăннисем Раççей Федерацийĕнче терроризма хирĕç кĕрешессипе 2013-2018-мĕш çулсем валли йышăннă Комплекслă плана пурнăçа кĕртсе пырассипе çыхăннă мероприятисен ыйтăвĕсене тĕплĕн пăхса тухнă. Терроризм витĕмлĕхне кĕрсе ӳкме пултаракан хăрушлăх пур çынсемпе тĕллевлĕ профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттермеллине палăртнă. Йăла-йĕрке тĕн конфессийĕсемпе асăннă ыйтупа тăтăшах çыхăну тытнине, наци культура пĕрлешĕвĕсемпе, вĕрентӳ пайĕпе, обществăлла организацисемпе, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемпе пур чухне те кирлĕ пек шайра ĕçсене йĕркелесе ирттернине палăртнă.  Калăпăр, кăçалхи çул çак ыйтăва тĕпе хурса çĕршер ытла мероприяти йĕркеленĕ.  «Çавра сĕтел» калаçăвĕсем, профилактика ĕçĕсем,  конкурссемпе, фестивальсем тата та нумай çырса пĕтерме те май çук, тĕрлĕ йышши мероприятисем пулнă. Халăхăн ăс-тăнне, шухăш-кăмăлне ырăпа çеç пуянлатнă.  Çамрăксем хушшинче патриотла воспитани парас ĕç те кирлĕ пек шайра пулса пырать регионта. Çитĕнекен ăру обществăлла ĕçсене куллен хутшăнать, сывă пурнăç йĕркине ытларах пăхăнать. Волонтерсен юхăмĕ те республикăра анлăн сарăлнă. Атăлçи федераци округĕпе илес пулсан, кăтарту регионăн питĕ лайăх, Чăваш Ен малти вырăнта, Раççей шайĕнче пиллĕкмĕш вырăна тухнă.  Çакăн пек пысăк ĕçсене йĕркелесе ирттерни – Чăваш Республикинче тĕрлĕ халăха пĕр-пĕринпе туслă килĕшсе пурăнма витĕм кӳрет. Чăваш патшалăх гуманитари наукин институчĕ тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, регионта пурăнакансенчен 89 проценчĕ Чăваш Енре тĕрлĕ халăхсен хушшинчи туслăх питĕ лайăх тесе хакланине çирĕплетет, çак кăтарту 2014-мĕш çулта 86 процентпа танлашнă. Кашни çулах халăх ăс-тăнĕ ырă енне улшăнса пыни куçкĕретех.  Лару ĕçне пухăннисем кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн тишкернĕ.  «Пирĕн тĕп тĕллев – терроризмран хӳтĕленессин шайне ӳстересси, профилактика ĕçĕсене ытларах йĕркелесси, çамрăксем хушшинче усал ĕçе сирсе ярасси, ютран килнĕ халăхсене асăрхаса тăрасси», - тенĕ Михаил Игнатьев. Халăха массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен пахалăхлă хыпарсемпе тивĕçтерсе тăмалла. Обществăн граждан институчĕсемпе, тĕрлĕ политика партийĕсемпе асăннă ыйтусемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлессине вăйлатмалла.  Тĕплĕнрех    



12 ноября 2015
13:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter