Чăваш Енре наркотиксене хирĕç кĕрешекен республика комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

 


Чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Енре наркотиксене хирĕç кĕрешекен республика комиссийĕн ларăвĕ  иртнĕ. Ăна регион Ертӳçи Михаил Игнатьев ертсе пынă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта наркăмăшсемпе хирĕç кĕрешессипе тăтăшах мероприятисем пулса иртнине асăннă, уйрăмах çамрăксем хушшинче çак ĕçе анлăн йĕркеленине палăртнă. «Паян уççăммăнах палăртса калама пулать, Чăваш Енре наркотик патне туртăнас текенсен шучĕ сахалланса пырать, лару-тăру ку енĕпе аван. Наркотика хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн мониторингĕ те çакнах çирĕплетсе панине уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Наркотик наркăмăшран сипленме те питĕ йывăр. Хальхи пурнăçра наркотик тĕсĕсем сарăлса пыни сисĕнет. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев пулмалла – халăх хушшинче çак усал ĕç ытларах сарăлассинчен сыхă тăрасси, кирлĕ пек профилактика ĕçĕсене йĕркелесси», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Пухăннисем Раççей Правительстви хушăвĕпе килĕшӳллĕн 2012-2020-мĕш çулсем валли йышăннă Планри ыйтусене пурнăçлассипе çыхăннă самантсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Татьяна Богданова хăйĕн сăмахĕнче палăртнă ыйтупа  регионта «çул карттине» хатĕрленине каланă. Пĕтĕмĕшле практика врачĕсене наркотик сиенĕсенчен хăтăлма ятарлă консультацисем пама вĕрентнине палăртнă. Пурĕ 60 врача тата 45 медицина ĕçченĕсене ятарлă пĕлӳпе тивĕçтернине асăннă. Çулталăк тăршшĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленине каланă. Çак мероприятисенче пурĕ 13 пин çынна усăллă канашсем панине, наркăмăшсенчен асăрханма, усал сиенрен сыхă тăма пулăшнине асăннă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче  медицина пĕлĕвĕ пухакансем хушшинче   волонтерсене палăртнă. Вĕсене вĕренсе пĕлӳ илнĕ хыççăн, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма пулăшакан инструкторсем пулни çинчен çирĕплетекен  удостоверенипе тивĕçтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ наркотик сиенĕ пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен ытларах материалсем хатĕрлесе кăлармаллине çирĕппĕн каласа хăварнă. «Обществăн пĕр саслă пулса  наркăмăшсене хирĕç кĕрешмелле. Шăпах та, çак ĕçре ытларах МИХсенче тăрăшакансен, шкулта ĕçлекенсен, спорт учрежденийĕсенче аталанакансен витĕмлĕхĕ пысăк пулмалла. Паян çитĕнекен ăрăва ытларах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма вĕрентмелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Федерацин наркотиксене хирĕç кĕрешекен службăн Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков çĕршыври регионсем хушшинче Чăваш Ен кăтартăвĕ ку енĕпе лайăх пулнине пĕлтернĕ. Çапах та хăш-пĕр самантсемпе кăтартусем «лăпланса лармаллине» пĕлтермеççĕ - ха. Интернет урлă наркотиксене туянас текенсем пурри сисĕнет, лару-тăрăва çивĕч тĕрĕслеве илмеллине каланă. Ларăва пухăннисем Чăваш Республикинче Экспертсен канашне йĕркелес ыйтăва пăхса тухнă. Наркотиксене хирĕç кĕрешекен республика комиссийĕн 2015-мĕш çулти ĕç кăтартăвĕсемпе тата 2016-мĕш çул валли лартнă тĕллевсем пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин çумĕ Алексей Метёлкин тĕплĕн чарăнса тăнă.

 Тĕплĕнрех



12 ноября 2015
17:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter